26 августа 2016 г.
Районти хуçалăхсене тыр-пул пухса кĕртессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Августăн 25-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене 9290 гектар (83,8 процент) вырнă. Кĕр тыррисене акассипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Пĕтĕмпе 1640 гектар (40 процент) акнă. Ку енĕпе «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем, Г.Исаев, С.Волков хресчен-фермер хуçалăхĕсем ĕçе лайăх йĕркеленĕ.
Кĕрхи çĕртме сухи 1203 гектар тунă. «Новый путь», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем малта пыраççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета