23 августа 2016 г.
Районти хуçалăхсенче тыр-пул пухса кĕртес енĕпе ĕçсем малаллах пыраççĕ. Августăн 22-мĕшĕ тĕлне илсен, тырă 8211 гектар (74 процент) вырнă.
О.Петров, Ю.Никифоров, С.Волков, А.Петров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ку ĕçе вĕçленĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра та юлашки лаптăксенчи тырра пухса кĕртеççĕ.
Кĕр тыррисене акма çĕр 3750 гектар хатĕрленĕ. 1328 гектар çине акса хăварнă. Ку ĕçе «Новый путь» хуçалăхра 485 гектар, Г.Исаев хресчен-фермер - 300, С.Волков хресчен-фермер - 185, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра 140 гектар пурнăçланă.
Кĕрхи çĕртме сухи 951 гектар тунă. Ку енĕпе «Новый путь», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем лайăх ĕçлеççĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета