Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кил хуçалăхран лаша татăлмасть

12 августа 2016 г.

Çĕнĕ йышши технологи аталанни ял çыннин пурнăçне те витĕм кÿрет. Темиçе çул каялла кашни ял хуçалăх предприятийĕнчех лашасем йышлă тытатчĕç. Килти хушма хуçалăхра та нумайччĕ янаварсем. Çĕр ĕçченĕн чăн-чăн пулăшуçиччĕ вăл. Мĕн çуркуннерен пуçласа сĕм кĕркуннечченех лаша вăйĕпе тĕрлĕ ĕçе пурнăçлатчĕç кил хуçалăхра. Халĕ ăна мотоблок улăштарчĕ. Лаша вырăннех усă куратпăр унпа. Апла пулин те хăш-пĕр çемьере урхамах çав-çавах пысăк вырăн йышăнать, кил хуçисен чи шанчăклă юлташĕ шутланать. Сăмахран, Мăн Вылăра Владимир Ильинсен кил хуçалăхĕнче çулсеренех темиçе пуç янавар тытаççĕ. Халĕ икĕ лашапа икĕ тиха шутланать. Çулсеренех кил хуçи урхамахсемпе районта иртекен тĕрлĕ мероприятие хутшăнать. Çавăн пекех, çак ялти Николай Иванов хуçалăхĕнчен те янавар татăлмасть. Унччен чылай çул вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ аслă çулсенчи арçын унпа килти хушма хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе пурнăçлать.

О.МИХАЙЛОВА, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика