25 марта 2016 г.
Мăнвылăсем мĕн ĕлĕкех юрă-ташăпа палăрнă. Нумаях пулмасть 13 çынран тăракан «Выла ен» пултарулăх ушкăнĕ Вăрнар районĕнчи Ярмушкăри культура çуртĕнче концертпа пулчĕ.
Пултаруллă артистсем кÿршĕ района ахальтен кайман. «Выла ен» ушкăна çÿрекен Ирина Тихонова Вăрнар районĕнчи Авшак Элмен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕлтĕр Ярмушка тăрăхĕнчи «Утмăлтурат» ушкăн Мăн Вылă ялĕн уявне килсе пултарулăхĕпе савăнтарнăччĕ.
Ярмушкăсем пире тарават кĕтсе илчĕç. Уяв программи пысăк та интереслĕ пулчĕ. Ăна Альбина Иванова ертсе пычĕ. Залра ларакансем артистсене тăвăллăн алă çупса хавхалантарни пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Ирина Тихонова «Килсе курăр уява» юрăпа сцена çине тухрĕ. Унăн хĕрĕ Татьяна та амăшĕ çинчен юрă шăрантарчĕ. «Микс» ушкăн хĕрĕсем эстрада тата чăваш ташшисемпе савăнтарчĕç. 9-мĕш класра вĕренекен Августина Васильева Любовь Шашкина çырнă «Çут шанчăк, юрату пуртан» сăвва чуна тыткăнламалла вуларĕ. Концертра Любовь Шашкинăн илемлĕ сăввисем татах та янăрарĕç. Çавăн пекех Владимир Терентьев баянпа ăста каларĕ. «Выла ен» пултарулăх ушкăнĕ чăваш тата вырăс халăх юррисене те шăрантарчĕ.
Елена Васильева, Мăн Вылă ялĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета