02 февраля 2016 г.
Эдуард Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикин тата спорт пайĕн начальникĕ:
«Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ - патшалăх пĕлтерĕшлĕ тата мĕнпур шайри власть органĕсен малашлăхри ĕçне палăртакан програмăлла документ.
Регион тата пĕтĕм çĕршыв малашлăхĕ çамрăксен аллинче. Республика аталанăвĕ вара вĕсен гражданла позицийĕнчен, ĕçри пултарулăхĕнчен килет. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче этемĕн тĕп пахалăхĕсем - патриотизмпа тăван кĕтесе юратни, мĕн авалтан пыракан йăла-йĕркене тĕпе хурса упрани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать.
Çырура ача садĕнчен пуçласа професси пĕлĕвĕ иличченхи ыйтусем таранах уçăмлă та витĕмлĕ палăртнă. Çавăн пекех унта нихçанхинчен те ытларах çĕнĕ шкулсем тăвасси çине тимлĕх уйăрнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн Çырăвĕнче палăртнă тĕллевсемпе задачăсене пурнăçлассишĕн республика Правительствипе пĕрлех кунта пурăнакан кашни çыннăн тăрăшмалла тесе шутлатăп».
Анатолий Прохоров, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ:
«Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче аграри секторĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Пирĕн республикăра хамăр тавара туса илекенсене пулăшасси, ялти пурнăçа сыхласа хăварасси тĕп вырăнта. Регион Пуçлăхĕ пĕлтернĕ тăрăх, çăмăлах мар финанс лару-тăрăвĕнче те 2016 çулăн бюджетĕнче мĕнпур йышши хуçалăхсене патшалăх пулăшăвĕ памалли йĕркесене сыхласа хăварнă.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче чарăнса тăрас пулсан - районта ку енĕпе чи малтанах усă курман лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртмелле, çĕр пайĕсене муниципалитет пĕрлешĕвĕн харпăрлăхĕ çине куçарса регистрацилес ĕçе вĕçлемелле. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинчен палăртакан пĕрлехи информаци тытăмне йĕркелени мĕнпур çĕрпе эффективлăрах усă курма май парĕ».
Людмила Крылова, Мăн Вылăри фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерĕ:
«Медицина тытăмĕнче тăрăшнă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура чи малтанах халăхăн сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе лартнă тĕллевсем кăмăла кайрĕç. Вĕсене пурнăçа кĕртес тесен чи малтанах Михаил Васильевич диспансеризаци ыйтăвĕпе çине тăрсах тимлемеллине палăртрĕ. Эпĕ те ун шухăшĕпе килĕшетĕп. Тепĕр шухăша та палăртса хăварасшăн. Республика Пуçлăхĕ Çырура малашнехи виçĕ çулта тепĕр 50 фельдшерпа акушер пункчĕ уçасси пирки каларĕ. Вырăнсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем кирлех тесе шутлатăп.
Михаил Игнатьев 2016 çула тÿрремĕнех ĕç çыннипе çыхăнтарни те кăçалхи çул пурне те тухăçлăрах вăй хума хистет. Ял халăхĕн пурнăçĕ ырă енне улшăнасса шанас килет».
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета