Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх пĕрисен лайăх, теприсенРайонти хуçалăхсенче пĕтĕмпе 19250 центнер вăрлăх хывса хăварнă. Ăна пĕтĕмĕшпех тĕрĕслев витĕр кăл

22 января 2016 г.

Районти хуçалăхсенче пĕтĕмпе 19250 центнер вăрлăх хывса хăварнă. Ăна пĕтĕмĕшпех тĕрĕслев витĕр кăларнă.

Паянхи куна илсен, кондициллĕ вăрлăх - 12528 центнер, акма юрăхлă марри - 6702 центнер. Ку планпа пăхнин 65 проценчĕ. Çакă республикăри вăтам кăтартуран лайăхрах пулнине палăртма кăмăллă. Паллă ĕнтĕ, чылай культурă çÿп-çаплă пулнă пирки кондицие лараймаççĕ. Апла пулсан, вăрлăха, пĕр тăхтаса тăмасăр, алассине йĕркелемелле. Ку енĕпе яваплăха туйса ĕçлеççĕ те «Авангард» хуçалăх ĕçченĕсем. «Новый путь» хуçалăхра та паха вăрлăхшăн тăрăшни курăнать. Чăвашсурăмсем пĕтĕмпе 3561 центнер хатĕрленĕ, çав шутран 2718 центнерĕ лайăх пахалăхлă. Ака стандартне ларайман 843 центнера аласа тасатма шутлаççĕ.

В.Узянов, Э.Лебедев ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче акмалли пĕтĕм тĕш тырă культурисем кондициллĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра хывса хăварнă 1370 центнер вăрлăхран 850 центнерне ака стандарт- не лартнă. Çав вăхăтрах «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче кондициллĕ вăрлăх пачах та çук.

Надежда АФАНАСЬЕВА,

РФ Ял хуçалăх центрĕн Элĕкри уйрăмĕн

специалисчĕ.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика