24 июля 2015 г.
Районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Июлĕн 23-мĕшĕ тĕлне илсен, нумай çул ÿсекен курăксене 3279 гектар (92,6 процент) çулнă. Пĕр çул ÿсекен курăксене пухса кĕртессипе те ĕçсем пыраççĕ, пурĕ 35 гектар (4,4 процент) çулнă.
Утă 2030 тонна (79,2 процент) хатĕрленĕ. Ку енĕпе «Алмаз» общество ырă тĕслĕх кăтартать. Тутлăхлă апата 160 тонна (160 процент) янтăланă. «Авангард», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем те лайăх ĕçлеççĕ.
Сенаж 6900 тонна (145,8 процент) хатĕрленĕ. «Новый путь» хуçалăх уйрăмах ăнăçлă ĕçлет, паха апата 6300 тонна (194,4 процент) хывнă.
Силос хатĕрлессипе «Авангард», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсем кăна ĕçлеççĕ, пĕтĕмпе 1600 тонна (22,5 процент) янтăланă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета