Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника юсавлăхне тĕрĕслетпĕр

10 июля 2015 г.

Район уй-хирĕнче пуян тыр-пул çитĕнет. Ăна пухса кĕртме те вăхăт çывхарсах пырать. Тырă пуссисем кунран-кун саралаççĕ, ылтăн тĕсĕ те çапать вĕсене. Апла пулсан вырма ĕçĕсем пуçланиччен шутлă кунсем кăна юлчĕç. Хĕрÿ тапхăра ăнăçлă ирттересси техника юсавлăхĕнчен нумай килет.

Июлĕн 13-20-мĕшĕсенче районта вырма техникине ĕçе мĕнле хатĕрленине тĕрĕслетпĕр. Элĕк Енре пĕтĕмпе 40 комбайн шутланать, çав шутран ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен 17, уйрăм çынсен 23.

Çакна та каламалла, ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен «уй-хир карапĕсем» кивелсе япăхнă теме çук. Кусем, тĕпрен илсен, 2010 çул хыççăн туяннисем. Ульянов ячĕллĕ, «Новый путь» хуçалăхсен, «Журавлев», В.Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕсенче комбайнсем çĕнĕрех. Уйрăм çынсем вара тахçанхи, малтанхи вăхăтра хуçалăхсен пулнă техникăпа усă кураççĕ. Çав хушăрах кивĕ комбайнах тухăçлă ĕçлеттерме пултаракансем те пур. Ку енĕпе Ярхуньушкăньри Гурий Петрикова, Прашкушкăньри Юрий Ефимова, Татмăшри Юрий Никифорова асăнма кăмăллă.

Вырма вăхăтĕнче комбайнсене техникăна лайăх пĕлекен, ĕçлеттерме пултаракан çынсене шанса памалла. Вĕсен техникăпа усă курма ирĕк паракан документ - удостоверени, çавăнтах категорийĕ те пултăр.

Тырă выракан агрегатсен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалла. Кашни комбайн çинчех хăйăр, çулăма   сÿнтермелли хатĕрсем иккĕ, савăтпа шыв, йывăç тата тимĕр кĕреçе, çулкă пулччăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика