Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентеше асăнса - спорт ăмăртăвĕ

29 мая 2015 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Мăн Вылă ялĕнче çулсеренех пĕртăван Семеновсен парнисене çĕнсе илессишĕн хăвăрт утассипе ăмăрту иртет. Кăçал та çак мероприятие республикăри çамрăк спортсменсем пуçтарăнчĕç.

Мероприятие тĕп судья, Мăн Вылăра çуралса ÿснĕ Олег Андреев уçрĕ, спортсменсене ăнăçу сунчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов çулсеренех хăвăрт утассипе иртекен ăмăртăва çамрăксем йышлăн хутшăннине палăртрĕ, пурне те çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунчĕ. Мăн Вылăра çуралса ÿснĕ, мĕн ачаран спортпа туслă пулнă отставкăри полковник Юрий Петров тата Чăваш патшалăх университечĕн физкультура кафедрин пуçлăхĕ Авенир Ермолаев та сăмах илчĕç, яшсемпе хĕрсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма чĕнсе каларĕç. «Элĕк Ен» ентешлĕх ертÿçи Владимир Иванов Мăн Вылă ялĕнчен нумай паллă çын тухнине, çитĕнсе пыракан ăрăвăн вĕсенчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕ.

Ăмăртура элĕксем уйрăмах маттур пулчĕç. 2004 çулхи тата кĕçĕнрех ачасем хушшинче А. Александровăпа Д. Алексеев çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. 2002-2003 çулсенче çуралнисем хушшинче вара М. Михайлов иккĕмĕш вырăна тухрĕ. 2000-2001 çулхисем хушшинче те ăмăрту çивĕч иртрĕ. Асăннă категорире А. Дубинина, И. Свисткова, А. Степанова, В. Филиппов, Р. Лекарев мала тухрĕç. 1998-1999 çулсенче çуралнисем 2 çухрăм чупрĕç. И. Данилова, Ю. Григорьева, А. Гаврилова, Е. Федоров, Д. Иванов çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене парнепе тата Хисеп хучĕпе чысларĕç. Финиша малтан çитейменнисем пăшăрханмарĕç, çитес çулхи ăмăртăва тĕплĕнрех хатĕрленме шантарчĕç.

                                             Вера МОРОЗОВА.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика