06 марта 2015 г.
Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăксем хăйсем çуралса ÿснĕ тăван района килсе ĕçлени хавхалану кÿрет. Кун пеккисемпе мухтанас тата вĕсем çинчен халăха пĕлтерес килет.
- Саккунпа килĕшÿллĕн сирĕн штрафа вăхăтра тÿлемелле. Унсăрăн суд тенкелĕ çине те ларма пултаратăр, - ăнлантарать ЧР суд приставĕсен федераци службин Элĕкри управленийĕн- че пристав-исполнительте тăрăшакан Светлана Кириллова хăйĕн патне ыйтупа килнĕ çынна.
Пристав-исполнитель парăмçăна саккунпа паллаштарчĕ, ыйтусем çине тулли хуравсем парса тĕплĕн ăнлантарчĕ. Хăй вара çийĕнчех документсене пăхса тухса папкăна вырнаçтарчĕ.
Светлана Сергеевнăн ачалăхĕ Çирĕк- касси ялĕнче иртнĕ. Мăн Вылăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шолохов ячĕллĕ Мускав патшалăх гуманитари университечĕн Шупашкарти филиалĕн патшалăх тата муниципалитет управлени факультетĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Практикăна Светлана районти суд приставĕ- сен уйрăмĕнче ирттернĕ. Ун чухнех вăл пуçарулăхпа, хастарлăхпа палăрнă. Ĕçтешĕсемпе пĕрле сахал мар ялта парăмçăсемпе тĕл пулнă.
Тĕплĕнрех пуш уйăхĕн 06 мĕшĕнче тухнă хаçатра вуласа пĕлме пулать
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета