29 ноября 2014 г.
Элĕкри больницăна кайсан тĕп врачăн çумĕ Василиса Архипова сывлăх ĕçченĕсен йышĕнче нумай ачаллă амăшĕсем пурри çинчен пĕлтерчĕ. Ертÿçĕ пĕрин хыççăн теприне асăнчĕ. Телее, васкавлă пулăшу уйрăмĕнче фельдшерта ĕçлекен Татьяна Михайловăпа тĕл пулса калаçма та тÿр килчĕ.
Поликлиникăн аслă коридорĕпе икĕ ачаллă хĕрарăм пыратчĕ. Пĕчĕкскерсем амăшне икĕ енчен те çавăтнă та темĕн çинчен калаçаççĕ, кулаççĕ. Ачасем темерĕн, çав вăхăтрах сиккелесе те илеççĕ. Пĕчĕк хĕрĕпе тата ывăлĕпе амăшĕ те кăмăлли куçкĕрет.
- Ачисем сывах-ха, хамăн вăхăт пур чухне вĕсене тĕрĕслеттерме илсе килтĕм. Çитĕнекенскерсене пăхса, асăрхаса тăнине мĕн çиттĕр, - паллашнă май сăмахларĕ çамрăк курăнакан хĕрарăм.
Татьяна Михайловнăн ку шăпăрлансем кĕçĕннисем иккен. Люба ултă çул тултарнă пулсан Виктор виçĕ çул та çичĕ уйăхра кăна-ха. Хăйсене пăхсан - йĕкĕрешсем тейĕн.
Елена ТИМОФЕЕВА.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета