22 октября 2014 г.
Ял тăрăхĕсен ĕçĕнчи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл - çăвасене пăхса тăрасси, унта тирпей-илем ĕçĕсене пурнăçласси. Çак ыйтусемпе ытларах чухне ял старостисем те пуçарулăх кăтартаççĕ.
Нумаях пулмасть Çирĕккасси ялĕн старости Нина Андреева çине тăнипе çăва таврашне хăтлăх кĕртессипе халăх тăрăшса ĕçлерĕ. Ял çыннисем укçа пуçтарса çĕнĕ çăва çурчĕ туса лартрĕç. Çак пархатарлă ĕçе нумайăшĕ хăйĕн тÿпине хыврĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета