18 июня 2014 г.
Районта кăçал акса-лартса хăварнă çурхи культурăсем мĕнле çитĕннине пăхса тĕрĕслесе çаврăннă. Лайăх шăтса тухнă-и вĕсем, анасемпе йăрансене çумкурăк хупламан-и, хăш культурăна мĕн чухлĕ акнă; Акă мĕнле ыйтусем тĕп вырăнта пулнă тĕрĕслев вăхăтĕнче. Камсен çурхи культурăсем паха шăтса тухнине палăртнă. Хуçалăхсем кăçал 3500 гектар çурхи тулă, 3800 гектар урпа тата пăрçа йышши культурăсене 10 гектар акнă.
Çурхи уй-хир ĕçĕсем уйрăмах «Алмаз» обществăра, «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче, Журавлев, Волков, Узянов, Исаев фермерсен хуçалăхĕсенче ăнăçлă иртнĕ.