Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывсăр аптрамĕç

24 мая 2014 г.

Тăван çĕр-шыв вăл - ĕненÿ тата тăрăшулăх. Çывăх çынсемшĕн, хÿтлĕхсĕррисемшĕн, çут çанталăкшăн, тăван ен культурипе илемне сыхласа хăварассишĕн тăрăшни.

Мăн Вылă салинчи Ленин тата Çырмаллă урамсенче пурăнакансем пĕве пĕвелеме тухрĕç. Пысăках мар пĕве ял хыçĕнче вырнаçнă, кунта çу кунĕсенче яланах кĕтÿ çÿрет. Шăрăх вăхăтра выльăхсене шыв кирлех. Сивĕ шыв вĕсене хĕртсе пăхакан хĕвел шăрăхĕнчен те уçăлтарать.

Çĕнĕ пĕве тума çитĕннисем те, шкул ачисем те тухрĕç. Уроксем хыççăн Д.Терентьев, С.Никандров, В.Терентьева, И.Крылова тата ытти вĕренекенсем аслисем ертсе пынипе пĕве йĕри тавра хăва лартрĕç.

Г.ПЕТРОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика