28 мая 2014 г.
Çамрăксен тахçанах йăлана кĕнĕ «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисем яшсемпе хĕрсене çирĕп те вăй-халлă пулма хăнăхтараççĕ.
Мăн Вылăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта «Зарница» тата «Орленок» çар юхăмĕн финалти вăййисем иртрĕç. «Зарницăра» чи малтисем - Юнтапа шкулĕнче вĕренекенсем, иккĕмĕш вырăнта - Элĕк шкулĕн команди, виççĕмĕшĕнче - Чăваш Сурăм шкулĕн çамрăк армеецĕсем.
«Орленок» ушкăнра Элĕк шкулĕнчи хĕрсемпе каччăсем пуринчен те вăйлăрах пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Юнтапа тата Тавăт шкулĕсен командисем.
Çĕнтерÿçĕ-командăсем республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнаççĕ