30 апреля 2014 г.
Çемьере ача çурални пурне те савăнăç кÿрет. Мăн Вылă ял тăрăхĕнче 2013 çулта 12 ача кун çути курнă. Кăçал вара 4 ача çут тĕнчене килнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе анлаштарсан 2 ача ытларах. Атмалкассинчи Сорокинсен, Мăн Вылăри Порфирьевсен виççĕмĕш ача çуралнă. Çирĕккассинчи Марковсемпе Мăн Вылăри Кузьминсен килне пĕрремĕш «кайăк» вĕçсе килнĕ.
Ял тăрăхĕнче демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пыни палăрать.
О.МИХАЙЛОВА, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета