05 февраля 2014 г.
Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта «Хальхи шкулти физика урокĕсем» методика фестивалĕ иртнĕ. Унта çак предмета вĕрентекен 8 учитель хăйсен материалĕсене тăратнă. Жюри пурне те питĕ тĕплĕ тишкернĕ. «Учитель-новатор» номинацире Шĕмшеш шкулĕнчи Т.Константинова, «Учитель-эрудит» тупăшура Карачурари – А.Иванов, «Учитель-энтузиаст» ăмăртура Вутланти – С.Капитонова, «Чи пултаруллă вĕрентекен» номинацире Мăн Вылă шкулĕнчи А.Березов çĕнтернĕ. «Интеграциллĕ чи лайăх урок» номинацире Юнтапа шкулĕнчи А.Ананьев, «Ăслăлăха утатпăр» тупăшура Чăваш Сурăмĕнчи Н.Васильев палăрнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета