Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илеме хамăр алăпа тăвар

11 декабря 2013 г.

Культурăпа кану учрежденийĕсем хушшинче «Илеме хамăр алăпа тăвар» смотр-конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Конкурса культура учрежденийĕсен территорийĕсенче хăтлăх тата тирпей-илем кĕртес тĕллевпе ирттернĕ.

«Чи лайăх капăрлатни» номинацире Мăн Вылăри информаципе культура центрĕ пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Юнтапари ял библиотеки – иккĕмĕш, Крымсарайкăри информаципе культура центрĕ виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

«Чечек лапамĕсемпе кану вырăнĕсене, газонсене ăста илемлетни» номинацире ишпарайкăсем палăрчĕç. Чăваш Сурăмĕнчи тата Шĕмшешри информаципе культура центрĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

«Чи лайăх культурăпа кану учреждени» номинацире Мăн Вылăри культурăпа сывлăх центрĕ çĕнтерчĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика