05 ноября 2013 г.
Шкул – вĕренÿ çурчĕ пулнипе пĕрлех çитĕнекен ăрушăн хăйне евĕрлĕ аталану
центрĕ те пулса тăрать. Çакăнта пуçласа педагогсем ачана ăсталăха тупса палăртма
пулăшаççĕ, ăна аталантараççĕ. Шкул пĕлтерĕшне Мăн Вылăри вăтам шкул директорĕ
Николай Петрович Иванов калаçу пуçламăшĕнчех палăртрĕ.– Халĕ ачасене ытларах
шухăшлава аталантаракан информаципе тивĕçтерме тăрăшатпăр. Хăйсене кирлĕ темăна
тĕрлĕ вĕренÿ пособисенчен, ытти кĕнекесенчен шырама хăнăхтаратпăр, – пĕлтерчĕ
çамрăк ертÿçĕ.
Проект ĕçĕсене пурнăçлассине аслă классенче çеç мар, пĕчĕкренех пуçлаççĕ.
Кĕçĕнрех классенче ансатрах темăсем хускатаççĕ пулсан, 10-11 классенче çивĕч
ыйтусене тишкереççĕ.
Шкул ачине çирĕп пĕлÿ илме вĕренÿ çуртĕнче пĕтĕм услови пур. Тирпейлĕхе те
хаклаççĕ. Шкулти тасалăха пăхăнманнисене эрнесерен кăларакан хаçатра вирлĕн
питлеççĕ.
– Ку стена хаçатне хăйсен куçĕсемпе курса хак параççĕ, – ăнлантарать Николай
Петрович.
Классенче çутă та таса. Çулсеренех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне косметикăлла юсав
ĕçĕсем ирттерсе хăтлăх кĕртеççĕ. Кăçал та сăрласа илемлетнĕ. Хăш-пĕр классене
жалюзисем çакнă.
Унчченхи çулсенче спортзалта пысăк юсав ирттермен пулсан, кăçал хăйсен
вăйĕпех унта тĕрлĕ ĕçсем тунă. Сăмах май, Мăн Вылăра спорт çине пысăк тимлĕх
уйăраççĕ. Çитĕнекен ăрăва мероприятисене ытларах та ытларах явăçтараççĕ.
– Спортзал вĕренÿ тапхăрĕнче çеç мар, каçхине те ĕçлет. Ял çамрăкĕсемпе пĕрле
шкул ачисем тĕрлĕ вăйăсем йĕркелеççĕ, – паллаштарать ĕç-хĕлпе ертÿçĕ.
Мăн Вылăри вăтам шкулта ачасен йышĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан кăштах чакнă –
2012-2013 вĕренÿ çулĕнче 153-ĕн пĕлÿ илнĕ пулсан, кăçал 136 ача.
– Вун пĕрмĕшĕнчен 10-ăн вĕренсе тухса кайрĕç. Вĕсенчен тăваттăшĕ аслă пĕлÿ
паракан вĕренÿ учрежденисенче ăс-хакăлне ÿстереççĕ, тепĕр улттăшĕ –
техникумсемпе колледжсенче, – тет Николай Иванов.
Кăçал тăххăр пĕтернĕ хыççăн тухса каякансем те йышлă пулнă. 20 ачаран
тăххăрĕшĕ çеç тăван шкултах вĕренĕве тăсма палăртнă. Пĕрремĕшне вара çиччĕн
килнĕ. Ултă арçын ачапа пĕр хĕрачана Елена Григорьевна Федорова вĕрентекен хăйĕн
хÿттине илнĕ.
– 19-ăн тăрăшатпăр çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас тĕллевпе, –
калаçăва тăсать çамрăк ертÿçĕ.
Педагогсенчен чылайăшĕ пĕрремĕш тата иккĕмĕш категориллисем. Кăçалтан йыш
хушăннă. Мăн Вылă шкулне акăлчан чĕлхине вĕрентме унччен кунтах пĕлÿ илнĕ
Татьяна Владимирова вĕрентекен килнĕ.
Николай Петрович Иванов пĕлтернĕ тăрăх, электронлă журнал та пурнăçа кĕнĕ.
Ашшĕ-амăшĕсем ачисен вĕренĕвне кунсерен сăнаса тăма пултараççĕ. Вĕренекенсемпе
ашшĕ-амăшĕсем пĕрлехи пухура тепĕр çĕнĕлĕх те пăхса тухнă. Кăçалхи вĕренÿ
çулĕнчен кунта эрнере пилĕк кун çеç вĕренеççĕ. Шăмат кунпа вырсарни кун канмалли
кунсем.
– Ачасен эрнере ытти çулсенчисенчен уроксем те ытларах. Апла пулин те
ÿпкелешсе калаçнине илтмен. Шăмат кун канмалли кун пулни вĕренекене ытларах кану
çине уйăрма, кайран тулли кăмăлпа вĕренме те май парать, – çĕнĕлĕхпе
паллаштарать директор.
Шкул тумĕ тĕлĕшĕпе те çирĕп мăнвылăсем. Пурте пĕр пек тум туянсах ĕлкĕреймен
пулин те вĕренекенсем – хĕрачасем хура юбкăпа шурă блузка-кĕпепе çÿренине
асăрхарăм. Арçын ачасем те ку йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ.
Çулсеренех вĕренÿ çуртĕнче ачасен ăс-хакăлне аталантаракан, ăс-тăн çивĕчлĕхне
ÿстерекен тĕрлĕ секци кружокĕсем ĕçлеççĕ. Çавăн пекех пултарулăх кружокĕсем те
йĕркеленеççĕ.
«Сатлай» ачасен фольклор ушкăнĕ те хăйсен çитĕнĕвĕпе çулсеренех савăнтарать.
Эльвира КУЗЬМИНА.