Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван чĕлхе хисепре

09 октября 2013 г.

Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен квалификацине ÿстермелли курс ĕçленĕ. Унта 19 педагог хутшăннă. Тăван чĕлхене вĕрентекенсем педагогика ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашнă, нормативлă документсене тишкернĕ, çавăн пекех «Чăваш чĕлхине вĕрентнĕ май ачасен пĕтĕмĕшле вĕренÿ ĕç-хĕлне аталантарасси» темăпа стажировкăра пулнă.Педагогсем хальхи йышши инноваци технологийĕсемпе усă курса мастер-класс урокĕсем ирттернĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем тата Чăваш Енри вĕренÿ институчĕн преподавателĕсем умĕнче Элĕк шкулĕнчи М.Леонтьева, Мăн Вылă шкулĕнчи Г.Иванова, Юнтапа шкулĕнчи З.Леонтьевăпа В.Нестерова, Шĕмшеш шкулĕнчи М.Никитина, Чăваш Сурăмĕнчи А.Петрова тухса калаçнă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика