05 октября 2013 г.
Тавăт, Мăн Вылă ял тăрăхĕсен территорийĕсенче кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче 12 преступлени шута илнĕ. Вĕсем ют пурлăха вăрланипе тата ÿсĕрле çывăх çыннисене хĕненипе, пусмăрланипе çыхăннисем. Граждансенчен 84 заявленипе çăхав йышăннă. Асăннă материалсене тишкерсе тухса 4 тĕслĕхпе уголовнăй ĕç пуçарнă, 11-шне пĕрремĕш номерл миравай суд участокне тивĕçлĕ йышăну тума ярса панă, 17-шĕпе административлă ĕç пуçланă.Кăçалхи тăхăр уйăхра 146 граждана йĕркене пăснăшăн административлă майпа явап
тыттарнă. Вĕсенчен 70-шĕ обществăлла вырăнсенче ÿсĕр çÿренĕ. Ял тăрăхĕсенче уйăхсерен профилактика канашĕсем ирттернĕ. Унта право йĕркине пăснă çынсене чĕнтерсе калаçнă.
Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета