Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ инçĕшне ăмăртрĕç

05 июня 2013 г.

Иртнĕ эрнере Василий, Виктор, Геннадий Семеновсен парнисемшĕн хăвăрт утас тата чупас енĕпе ăмăрту Мăн Вылăра, тренерсем çуралнă ялта, иртрĕ. Ку мероприятие 1993 çултанпа йĕркелеççĕ. Мăн Вылăра çулсеренех республикăри спортсменсем пуçтарăнаççĕ. Ку хутĕнче те 200 ытла çăмăл атлет хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ.

ЧР Спорт министрĕ Сергей Мельников çак ăмăрту пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Семеновсен çемйинче пиччĕшĕнчен шăллĕсем тĕслĕх илнине палăртрĕ. Тĕнче чемпионĕ Виктор Семенов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, ят-сум çĕнсе илнĕ спортсменсем сăмах илчĕç, ăмăртăва хутшăнакансене çитĕнÿ сунчĕç.

Тĕрлĕ ÿсĕмри çамрăксем тĕрлĕ инçĕшĕнче ăмăртрĕç. Тĕнчипе паллă спортсменсен ентешĕсем те хăпарчĕç пъедестал çине. Кирилл Григорьев, Василий Кротов хăйсен ушкăнĕнче ыттисене хыçа хăварчĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика