Продовольственный фонд Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Чăваш тырринчен хатĕрленĕ кĕрпе пахалăхлă Çынсем ăна хапăлласах туянаççĕ

01 апреля 2022 г.

Чăваш тырринчен хатĕрленĕ кĕрпе пахалăхлă Çынсем ăна хапăлласах туянаççĕ

Халĕ, çынсем сахăр, кĕрпе, çăнăх таврашне саппаслăх туянса хума тăрăшнă вăхăтра, хăш-пĕр лавккара çак таварсен сентрисем часах пушанса юлаççĕ. Халăх çаплипех нумай туяннине кура чылай çĕрте хаксем те ӳсрĕç. Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕн киоскĕпе лавкки пирки вара апла калаймăн: вĕсенче яланах кĕрпе пур, хаксене те хăпартман.
 
Çичĕ тĕрлине кăлараççĕ
 
«Чăн та, юлашки вăхăтра кĕрпе туянакансен йышĕ ӳсрĕ. Çакна шута илсе пирĕн кĕрпе цехĕ икĕ сменăпа ĕçлет. Эпир хамăрăн республикăра çитĕнтернĕ тырăран кĕрпе хатĕрлетпĕр. Складсенче чĕр тавар çителĕклех. Кĕрпесен хакне пысăклатман, пачах хирĕçле — халăха çăмăлрах пултăр тесе халĕ урпа тата тулă кĕрписене малтанхинчен йӳнĕрехпе сутатпăр. Эпир кăларакан кĕрпесене республика тулашĕнче те ыйтаççĕ, ытти регионта та вĕсене хапăлласах туянаççĕ», — каласа кăтартрĕ ЧР Апат-çимĕç фончĕн генеральнăй директорĕ Александр Богданов. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кĕрпесене курттăммăн туянакансен заявкисене тĕпе хурса хатĕрлеççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ.
Апат-çимĕç фончĕ хальхи вăхăтра 5 тĕрлĕ кĕрпе /якатнă тата вĕтетнĕ пăри, тулă, якатнă тата вĕтетнĕ урпа кĕрписем/, çавăн пекех 2 тĕрлĕ пăрçа /якатни тата вĕтетни/ кăларать. Цехра 5 лини ĕçлет, вĕсенчен 2-шне юлашки икĕ çулта хута янă. Предприяти пĕлтĕр çуркунне кĕрпесене пĕчĕк хутаçсене чĕркемлекен цеха ĕçе кĕртнĕ. Çавна май халĕ ку продукцие килогрампа виçсе те, чĕркемленĕ пĕчĕк хутаçсемпе те, 25 тата 50 килограмлă михĕсемпе те сутаççĕ. Ĕçченсен штачĕ пирки калас тăк, вĕсем вĕренӳре пулнă, ку енĕпе ĕçлемешкĕн ятарлă ирĕк илнĕ. Пĕтĕм кĕрпене предприятире 2018 çулта йышăннă СТО стандарчĕсемпе килĕшӳллĕн туса кăлараççĕ.
 
Çынсем Апат-çимĕç фончĕ кăларакан таса та пахалăхлă продукцие хапăлласах туянаççĕ. Предприятин Шупашкарти А.Николаев космонавт урамĕнчи 14А çурт патĕнче вырнаçнă киоскĕ умĕнче халăх яланах пур. Килнĕ çын пушă алăпа ан кайтăр тесе киоск сутуçи чылай чухне апат вăхăтĕнче те ĕçленине пытармарĕ. «Эпĕ кунта пăри кĕрпи туянас тесе ятарласа килетĕп. Вăл питĕ тутлă, сывлăхшăн та усăллă теççĕ. Пĕр килнĕ чухне тулă тата урпа кĕрписене те, пăрçа та илетĕп. Хакĕсем «çыртмаççĕ». Мĕн чухлĕ кĕрпе илес тетĕп — çавăн чухлĕ параççĕ», — хăй кăмăллă пулнине пытармарĕ Шупашкарта пурăнакан Надежда Петрова.
 
Александр Богданов пĕлтернĕ тăрăх, юлашки вăхăтра пăри кĕрпине — якатнине тата вĕтетнине — халăх уйрăмах кăмăлласа туянать. Пăри тĕрлĕ витаминпа, микроэлементсемпе пуян. Эппин, вăл сывлăхшăн та усăллă. Пăри кĕрпинчен темĕн тĕрлĕ апат хатĕрлеме пулать: сĕт ярса пĕçернĕ пăтă çеç мар, какай хушса янтăланă плов, голубец, запеканка, ăшне пăри хунă пăрăç тата ытти те. Предприяти хатĕрлекен пăри кĕрпи пысăк пахалăхлă пулнине вăл Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурсра сумлă наградăсем çĕнсе илни те çирĕплетет.
 
Фонд садиксене, шкулсене, нумай организацие хăй кăларакан кĕрпесемпе, çавăн пекех пахча çимĕçпе, аш-какайпа тивĕçтерет.
 
Ярмăрккăра та илме май пур
 
Предприяти хатĕрлекен экологи тĕлĕшĕнчен таса кĕрпесене канмалли кун ярмăрккисенче те — республикăри фермер хуçалăхĕсен продукцине сутас енĕпе йĕркелекеннисенче — туянма пулать. Çак ярмăрккăсем ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн пĕтĕм хулипе районĕнче уçăлĕç. Апат-çимĕç фончĕ сутакан кĕрпесене, çавăн пекех пахча çимĕçе Шупашкар хулинчи «Çурçĕр ярмăрккинче» тата «Шупашкар» суту-илӳ комплексĕ умĕнче йĕркелекен ятарлă лапамсенче туянма май килĕ.
 
«Эпир ял хуçалăх ярмăрккисене кашни çулах хутшăнатпăр. Вĕсене халăх йышлă çӳрет, мĕншĕн тесен кунта Чăваш Енре туса илнĕ ял хуçалăх продукцине йӳнĕрех хакпа туянма пулать. Эпир сĕнекен пĕтĕм продукцие сертификациленĕ. Тырра тата ял хуçалăх продукцине эпир фермерсемпе хуçалăхсенчен ятарлă документсемпе туянатпăр, вĕсемпех сутатпăр. Аслă ăрури пĕччен пурăнакан çынсем, сусăрсем ыйтсан эпир вĕсене туяннă продукцие машинăпа килнех кайса пама пултаратпăр», — палăртрĕ Александр Богданов.
 
Кĕркунне тата çуркунне йĕркелекен ял хуçалăх ярмăрккисене халăх йышлă хутшăннине, вĕсем Апат-çимĕç фончĕ сĕнекен кĕрпесемпе пахча çимĕçе хапăлласа туяннине çак йĕркесен авторĕ те пĕрре мар курнă. Эппин, меллĕ самантпа усă курма васкар!
 
Палăртса хăварни вырăнлă: ЧР Апатçимĕç фончĕн тĕллевĕ — вырăнти ял хуçалăх таварне туса илекенсене, пысăках мар фермер хуçалăхĕсене, ялта пурăнакансене лайăх ĕçлемешкĕн тивĕçлĕ условисем туса парасси. Çак тивĕçе туллин пурнăçласа пырать вăл.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 


Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков Журнал Агробизнес Минсельхоз России Крестьянские ведомостиВсе сайты Чувашии ИА ВолгаИнформАПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно

ГУП ЧР ЧувашхлебопродуктЧГСХА

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика