26 июня 2025 г.

Шупашкарта пурăнакан Роман Лукшин ашшĕн çулĕпе кайса çăлавçă профессине алла илнĕ. Евгений Венегдитович 29 çул çак тытăмра ĕçлет, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи» ята тивĕçнĕ. Паян ашшĕпе ывăлĕ пĕр службăра вăй хураççĕ, çынсен пурнăçне çăлаççĕ.
Ашшĕн çулĕпе
Урăхла пулма та пултарайман. Ача чухнех Роман ашшĕпе пĕрле ĕçе çӳренĕ, çăлав машинине ларса курнă. Çăлавçăсен ĕçне шал енчен пĕлсе тăнă. Çак тытăмра вăй хуракансен паттăрлăхĕпе хавхаланнă. Çитĕнсен кам пулассине ун чухнех шухăшласа хунă. Çапла шкултан вĕренсе тухсан Роман Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне çул тытнă. Студент çулĕсенчех çынсене çăлнă. — Ĕçе 2020 çулта вырнаçрăм. Диплом иличчен икĕ çул Чăваш Республикин шыравпа çăлав службинче тăрăшрăм. Çарта çулталăк тăхтав тусан каллех çăлав службине таврăнтăм. Роман хăйне урăх профессире курманнине пĕлтерет. Вăл хăйĕн ĕçне çынсене пулăшма пултарнишĕн килĕштернине палăртать. — Пирĕн ĕç кунĕ пĕр пек иртмест. Паян эпир çын кĕлеткине шывран туртса кăларма е хупăнса ларнă алăка çĕмĕрме пултаратпăр. Атте яланах калать: «Харсăрлăх кăтартнине яланах тӳрре кăлармалла. Пӳрт тăррине хăпарса сăн ӳкерессишĕн, кăмăл-туйăма çĕклес тенипе, адреналиншăн çеç çăлавçа ĕçлеме килмелле мар. Кунта эсĕ çынсене пулăшатăн, ку санăн тивĕç. Эпĕ 9-мĕш хута ахаль кăна хăпармăттăм. Хăвăншăн мар, тепĕр çыншăн тăрăшатăн, унăн пурнăçне çăлса хăваратăн. Обществăшăн лайăх ĕç тăватăн, — пĕлтерчĕ Рома хăйĕн ĕçне мĕншĕн юратнине палăртса. Пĕрремĕш шăнкăрав Çăлавçăсен ĕçре темĕн те курма тивет. Ку профессире çирĕп кăмăллисем кăна ĕçлеме пултараççĕ. Роман та çакна палăртрĕ. — Çулсем иртнĕçемĕн служба вăхăтĕнче пулса иртекен пур пулăма та хăнăхса çитетĕн. Малтанах çăлавçăра ĕçлеме тытăнсан, 18 çулта чухне, службăри самантсем пирки ĕçтешсем каласа панинчен, илтнинчен кăна пĕлсе тăнă. Интерес пулнă. Вĕсен вырăнĕнче хăвна вăл е ку лару-тăрура мĕнле тытма пултарнине туйса курас килнĕ. Çын виллисене те час-часах курма тивет. Çак службăра 5 çул ĕçленĕ май эпĕ çакна хăнăхса çитрĕм. Кашнинех хĕрхенсен, çын пурнăçне тишкерме тытăнсан çăлавçăра ĕçлейместĕн. Психика пăсăлма пултарать. Ку ĕçре çирĕп пулмалла, чуна хытарма пĕлмелле, — малалла калаçрĕ çăлавçă. Пĕрремĕш хут шăнкăрав хыççăн çула тухни те асрах. Ун чухне ача амăшĕ тĕпренчĕкĕ аллине алăкпа хĕстерсе лартнăран çăлавçăсене чĕнсе илнĕ. — Эпир ун чухне 2-мĕш çăлав пунктне çул тытаттăмăр. Шăнкăрав çитрĕ. Эпир шăпах вăл вырăнтан аякра мар пыраттăмăр. Юрать, машинăра манпа пĕрле çăлавçăра 20-25 çулсене яхăн ĕçлекенсем пурччĕ. Малтанах хăрарăм, ку манăн пĕрремĕш шăнкăрав-çке. Эпĕ шикленнине ĕçтеш курчĕ те мана çапла каларĕ: «Ан пăшăрхан, халĕ инструментсен ещĕкне илетĕн те пирĕн хыççăн утатăн». Хваттере хăпарса çитнĕ тĕле амăшĕ ачан аллине туртса кăларма ĕлкĕрнĕччĕ. Ку — маншăн хăйне евĕр тĕрĕслев пулчĕ. Çакăн хыççăн вара ытти чухне хăрамасăрах çула тухнă. Малашне мĕнле ĕçлемеллине, мĕн тумаллине пĕлсе тăнă, — аса илчĕ Роман. Пĕр шăнкăрав вара уйрăмах асра юлнă. Романăн салтак аттине тăхăнма вăхăт çитсе пынă. Тумтире хывса, шалу илсе ĕçрен каймалли çеç юлнă ĕнтĕ. Анчах пĕр кунхине çĕрле шăнкăрав çитнĕ: çын вĕренпе пăвăнса вилнĕ. Арçын çăмăл мар вырăнта, çумăр шывне юхтарса ямалли çĕр айне хывнă коллекторта пурнăçран уйрăлма шухăшланă. Унăн тарăнăшĕ 30 метр тăршшĕ. «Виççĕн кайрăмăр: эпĕ машина рульне тытса пытăм, манпа пĕрле смена пуçлăхĕ Александр Петрушкин тата Василий Иванов пычĕç. Эпир çитиччен унта пушарнăйсемпе полицейскисем çитсе тăнăччĕ. Çамка çинчи хунарсемпе сĕм тĕттĕм шăтăка кĕрсе кайрăмăр. Çав çынна виççĕн алă вăйĕпе наçилкка çине хурса çĕклесе кăлартăмăр. Ĕç виçĕ сехете тăсăлчĕ. Унтан базăна таврăнтăмăр. Ун чухне пурин те ыйхă вĕçнĕ-тĕр, çывăрасси çинчен никам та шухăшламасть. Пирĕн ĕçре çавăн пек самант пур: психика тĕлĕшĕнчен йывăр шăнкăравсем хыççăн эпир яланах кулăшсем каласа пĕр-пĕрин кăмăлне çĕклеме тăрăшатпăр. Хăшне-пĕрне çакă тискерлĕх пек туйăнĕ, анчах та çапла майпа çăлавçăсем, тухтăрсем чуна йăпатса пулни-иртни çинчен манаççĕ. Ку вăл — професси уйрăмлăхĕ», — ĕçри самантсем пирки пĕлтерчĕ çамрăкскер. Хваттер алăкĕ шаплатса хупăннă Ун хыççăн темиçе кунран Роман çара тухса кайнă. Хĕсмет тивĕçне вăл стратегиллĕ тĕллевлĕ ракетăсен çарĕнче пурнăçланă. — Салтак аттине тăхăниччен эпĕ пуринпе те сыв пуллашрăм. Вăл вăхăтра шалу та пĕчĕкчĕ. Каялла службăна таврăнасси пирки те иккĕленеттĕм. Салтакран килсен ăçта ĕçлеме вырнаçас теттĕм. Пĕрле вăй хунă ĕçтешсем каялла службăна таврăнма сĕнчĕç. Шалу ӳснине, ĕç условийĕсем те лайăхланнине пĕлтерчĕç. Службăна таврăнма шухăшлани çинчен аттене шăнкăравласа пĕлтертĕм. Вăл вара мана çапла услови лартрĕ: «Çар хыççăн Воронежа водолаз профессине вĕренме каятăн тăк эпир сана ĕçе илĕпĕр». Килĕшрĕм. Унта икĕ уйăх вĕренсен ăмăртусене хутшăнтăм. Час-часах Мари Элти аварипе çăлав службин опычĕпе паллашма каяттăмăр. Пляжсене тĕрĕслесе çӳренĕччĕ. Пĕрремĕш шăнкăрава Канаш тăрăхĕнчи Асхва ялне кайнăччĕ. Ялти пĕвере хĕрарăм путнă. Вырăна çитрĕмĕр. «Кунта 5-6 метр тарăнăш кăна пулĕ», — шухăшларăм. Аялтан йĕм тăхăнмасăрах водолаз тумĕпе шыва кĕтĕм. Малтанах хăрарăм. Шыв айĕнче мĕн пулса иртессине ăнкармастăн-çке. Çын кĕлетки ăçта пулнине пĕлместĕн. Тен, ун çине пуçпа çапăнатăн — шиклентерет. Сивве туйнипе ура хуçланма тытăнчĕ. Çав вăхăтра çын кĕлеткине часрах шыраса тупасси çинчен кăна шухăшлама пултартăм. Шыв тĕпĕнче йывăç турачĕсем пурри шырава кăткăслатрĕ. Этем ăс-тăнĕ шыв айĕнче тĕлĕнмелле ĕçлет. Сăмахран, турата алăпа сĕртĕнсен вăл сана çын ури пек туйăнма пултарать. Хыпашласа пăхатăн та ку вăл мар пулнине ăнланса илетĕн. Çапла темиçе минут шыранă хыççăн темĕскере пырса тăрăнтăм. Тепĕр хут хыпашласа пăхрăм — çын кĕлетки. Раципе ĕçтешсене çыран хĕррине тухасси çинчен пĕлтертĕм. Шыв айне кайиччен никам та çукчĕ, тухнă çĕре вара икĕ хĕрĕ килсе тăнăччĕ. Вĕсем амăшĕн кĕлеткине курсан ӳлесе макăрма тытăнчĕç. Кун пек самантсенче питĕ йывăр, тăванĕсемпе пĕрле хурланатăн, — чунне уçрĕ 22 çулти çамрăк. Ытларах чухне çăлавçăсене алăк шал енчен хупăннă чухне чĕнсе илеççĕ. Дежурнăй чаçе кунне кун йышши 1-2 шăнкăрав та çитет. Пĕррехинче çапла амăшĕ уява каять те ачисене хĕр тусĕпе хăварать. Пĕри — 10-ра, тепри 2 çул та тултарман. Хĕр тусĕ тухса каять. Алăк шал енчен хупăнать. Амăшĕ çĕрле киле таврăнсан алăка уçаймасть. Темĕн пулнă тесе вăл çăлавçăсене чĕнсе илет. — Стенана 15 минут хушшинче çĕмĕрсе пĕтертĕмĕр. Ачасем вăл вăхăтра çывăрнă. Никам та шар курман, — аса илчĕ вăл. Çăлавçăсем алăк шал енчен шаплатса хупăнсан хваттер хуçисен тĕлĕшĕпе хĕрхенӳллĕ пулма тăрăшаççĕ. Çемьене çĕнĕ алăк туянма тăкаклă-çке, стенана\çăмăллăнах купаласа лартма пулать. <...>
Юлия ИВАНОВА
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"