КУ "Чувашская республиканская поисково-спасательная служба"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачалăхри пушар профессие суйласа илме пулăшнă

22 мая 2025 г.

Ачалăхри пушар профессие суйласа илме пулăшнă

    «Çичĕ çул каялла çулла ялта пĕр хуçалăхра пушар тухнăччĕ. Çакна асăрхасан юлташсемпе халăха пĕлтерме васкарăмăр. Шел те, çав вăхăтра пӳртре пулнă арçынна çăлса хăварма май килмерĕ. Куншăн хама питĕ айăпларăм», — пуçларĕ калаçăва Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлапуç Нурăс ялĕн каччи Данил Бильтяев. Кун хыççăн каччă çăлавçă пулма çирĕп йышăну тунă.

Шывра чĕре хыттăн тапать

Çапла Ишлĕ-Шетмĕ шкулĕнче 9 класс пĕтерсен вăл Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне вĕренме кĕнĕ.

— Манран икĕ çул аслăрах кӳршĕ ялта пурăнакан юлташ шăпах хулара пушар хăрушсăрлăхĕн ĕçĕпе пĕлӳ илетчĕ. Унран вĕренме кĕме мĕнле экзаменсем памаллине ыйтса пĕлтĕм, — малалла калаçрĕ 23 çулти çăлавçă. Данил халĕ çăлав ĕçĕнче 4 çул вăй хурать. Водолаз пулса вара — 3 çул.

— 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне хамăрăн колледж командипе «Ворлдскиллс» чемпионатне хутшăнтăмăр. Республика шайĕнче çĕнтерсе Федерацин Атăлçи тăрăхĕнче Чăваш Ен чысне хӳтĕлерĕмĕр. Раççей шайне те тухрăмăр, çĕнтерӳçĕсем пулаймарăмăр пулин те номинацие тивĕçрĕмĕр. Кашни хутшăнакан 20 пин тенкĕллĕ пулчĕ. Çавăн чухне тренер Евгений Лукшин пире камăн çăлавçăра ĕçлеме кăмăл пур, вĕсем валли ĕç пурри çинчен пĕлтернĕччĕ. Çав çулхине тĕнчипех кăшăллă вирус чирĕ сарăлнăччĕ. Ялта дистанци мелĕпе вĕренеттĕмĕр. Тепĕр çулхине çурла уйăхĕнче ĕçе вырнаçрăм. Конкурс витĕр тухрăм. Чи йывăрри — психолог хатĕрленĕ тест пулчĕ. Çапах ăна пурнăçларăм. Çапла çулталăк вĕреннĕ вăхăтрах ĕçе çӳрерĕм. Экзамен тытсан диплом ĕçне хӳтĕлерĕм. Унтан салтак атти тăхăнма вăхăт çитрĕ. Каяс умĕн хĕсмет хыççăн каялла ĕçлеме килессине пĕлтертĕм. Çар службине Самар облаçĕнче уйрăм автомобиль батальонĕнче ирттертĕм. Служба интереслĕ шурĕ. Салтака кайиччен эпĕ самолетпа вĕçсе, пуйăспа çӳресе курманччĕ. Çав çул ятарлă çар операци пуçланнăччĕ. Пире Брянск, Курск, Воронеж еннелле машинăпа çар хатĕрĕсем турттарма ячĕç, — аса илсе каласа пачĕ Данил. Хĕсметрен таврăнсан, тăван килте 2 уйăх каннă хыççăн, Данил Мускава стройкăна ĕçлеме тухса кайнă.

— Çав çулах çурла уйăхĕнче пĕрле вăй хунă смена пуçлăхĕ ман пата шăнкăравларĕ. Водолазсене авăн уйăхĕнчен вĕрентме пуçлассине каларĕ. Эпĕ кăмăл пуррине пĕлтертĕм. Мускавра пĕтĕм ĕçе пăрахса тăван тăрăха килтĕм. Медосмотр тухрăм. Воронеж хулине вĕренме кайрăм. Экзаменсем хыççăн Чăваш Ене таврăнсан водолазра ĕçлеме тытăнтăм, — малалла калаçрĕ каччă. — Пĕрремĕш хут çынна шыв тĕпĕнчен кăларни паянхи кун та асра. Темиçе çул каялла Шупашкар районне кĕрекен Вăрманкассинче арçын шыва путни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕç. Шыв хĕрринче каннăскерсенчен пĕри ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ хыççăн шыва чăмнă. 10 минут иртнĕ — вăл çаплипех шывран тухман. Юлташĕсем пăшăрханма тытăннă. Пулăшу чĕннĕ. Вырăна çитрĕмĕр. Малтанах çынна шыранă чухне эпир катерпа ишсе шыв тĕпĕнче мĕн выртнине эхолотпа тĕпчетпĕр. Çын хăш вырăнта путнине палăртатпăр та буй пăрахатпăр. Шыв хĕрринче икĕ çын юлать. Вĕсем ăçталла каймаллине пĕлтерсе тăраççĕ. Водолаз тумне тăхăнтăм та шыва кĕрсе кайрăм. Чĕре хыттăн тапма тытăнчĕ. «Хăв çак профессие суйласа илнĕ. Хăнăхмалла», — терĕ мана пуçлăх. Шыв айĕнче алăпа хыпашлатăп, çыран хĕрринчен мана ăçталла упаленмеллине каласа тăраççĕ. Инçерех те инçерех кайса пынă май кĕлетке шăнма тытăнчĕ. Шыва кĕриччен васканипе водолаз тумĕ айĕнчен ăшă япаласем тăхăнма маннă эпĕ. Сивве туйнипе хăрама чарăнтăм. Пуçра пĕр шухăш кăначчĕ: çынна мĕнле хăвăртрах тупатăп, çавăн пек çыран хĕррине маларах тухатăп. Тăрук темле япалана пырса тăрăнтăм. Малтанах хăраса кайрăм та чарăнса тăтăм. Алăпа хыпашласа пăхрăм та — хытă япала. «Çын шыв айĕнче çапла хытса кайма пултарать-ши?» — пуçра шухăш мĕлтлетрĕ. Алла лекнĕ япалана тепĕр хут хыпашласа пăхрăм — трактор урапи иккен. Ăна хăвартăм та шыв тĕпне малалла тĕрĕслеме тытăнтăм. Юлашкинчен темĕскере алăпа сĕртĕнтĕм. Çаврăнса пăхрăм та — çын ури. Путакана шыраса тупнипе савăнса кайнипе ăна çыран хĕррине урисенчен тытса кăлартăм. Кайран пуçлăх мана кун пек тума юраманнине асăрхаттарса каларĕ. Путакана шыв айĕнче çавăрмалла та хул айĕнчен тытса е алăпа ыталаса илсе кăлармаллине ăнлантарчĕ. Кирпĕч ванчăкĕсем, кĕленчесем… Данил ку таранччен шыва путнă 5 çынна кăларнă. Çамрăк çăлавçă каланă тăрăх, ытларах çынсем ӳсĕр пуçпа шыв авăрне лекеççĕ. Ачасем шыв хĕрринче тимлĕхе çухатнипе путса вилеççĕ. Данил Шупашкар районĕнче çапла пĕр тĕслĕх пулса иртнине асăнчĕ: ачасем çыран хĕррипе выляса пынă, пĕр хĕрача, шыва кĕрсе кайнăскер, курăкран такăннă та путнă.

— Çулла пуçлансанах эпир ĕçе пуçăнатпăр: шыва кĕмелли вырăнсене хатĕрлетпĕр, çӳп-çапран тасататпăр. Пĕррехинче Елчĕк тăрăхне тĕрĕслеме кайсан пулăçсем пăрахса хăварнă вăлтана туртса кăларнăччĕ. Унта пулă çакланнă, хайхискере каялла шыва ятăм. Данил хăйĕн ĕçĕ килĕшнине палăртать. Çак професси ăна çынсене ырă тума, çăлса хăварма май парать. Çăлавçăсен шалу та пĕчĕк мар. Ĕçченсем уйăхне 35-40 пин тенкĕ илеççĕ. Пĕр кун ĕçлеççĕ, виçĕ кун канаççĕ. Данил кану кунĕсенче хушма укçа ĕçлесе илес тесе стройкăра тата урăх ĕçре вăй хурать.

— Çулла пуçланас умĕн шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрлетпĕр, кӳлĕ-пĕвене çӳп-çапран тасататпăр. Кăçал округсенчен 143 заявка çитрĕ, вĕсенчен паянхи куна 123-шĕнче тĕрĕслевсем ирттернĕ. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен кӳлĕсемпе пĕвесене тасатмалла, çыран хĕрринчен 2 метр тăршшĕ таран пĕтĕмпех тĕрĕслесе тухатпăр. Пĕр кунра 4-5 çĕре çитсе килетпĕр. Шыв тĕпĕнче темĕн те тупма пулать. Кирпĕч ванчăкĕсем, кĕленчесем, хăма татăкĕсем — мĕн кăна выртмасть. Шыв айĕнче, çамка çинче хунарсем пур пулсан та, нимĕн те курăнмасть. Унта питĕ шăп, чĕре епле тапни те илтĕнет. Унччен шыв айĕнче пĕр-пĕринпе калаçма май пулман, ятарлă паллăсемпе кăна усă курнă. Халĕ ĕçе йĕркеленĕ чухне пĕрпĕринпе çыхăну тытма май пур. Хăвна шыв айĕнче тăр пĕччен туймастăн, çыхăну урлă мĕн те пулин калама, ыйтса пĕлме пулать, — пĕлтерчĕ çамрăк çăлавçă. Хальхи оборудованисем шыв айĕнче мĕн пуррине йăлтах курма май параççĕ: ăçта йывăç турачĕ, чул. Этем кĕлеткине те палăртать вăл. Çăлавçăсем шывра вăтамран 1 сехет пек ирттерме пултараççĕ. Тĕрĕссипе, ку профессире пурте ĕçлеймеççĕ. Водолазăн сывлăхĕ лайăх пулни кăна мар, унăн нерв тытăмĕпе психики те çирĕп пулни пĕлтерĕшлĕ. Хăш-пĕр çамрăк çăлавçă ĕçлеме килсен этем кĕлеткине курсан хăраса ӳкет те ĕçре нумай тытăнса тăмасть, тухса каять. Çакăн пек тĕслĕхсем те пур. 

Юлия ИВАНОВА.

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика