31 августа 2016 г.
ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунхи черетлĕ канашлăва ирттерчĕ.
Ăна кăмăллă хыпартан пуçларĕ: Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн федерацин резерв фондĕнчен Чăваш Ене 24 миллион ытла тенкĕ килмелле. Асăннă суммăна республикăри вĕренÿ тата сывлăх сыхлавĕн ведомствисен тытăмĕнчи хăшпĕр объекта тĕплĕ юсама уйăрнă. Канашри Ачасен вĕренÿпе комплекслă пулăшу центрĕнче те /унччен ку объект интернат статусĕллĕччĕ/, Шупашкарти ача-пăча 2-мĕш больницинче те аукцион ирттернĕ хыççăнах палăртнă ĕçсене пурнăçлама тытăнĕç.
Халăха ĕç укçи тÿлессипе хăшпĕр предприятисемпе организацисенче парăмсем пулнине, вĕсене татма тивĕçлĕ органсем мĕнле мерăсем йышăннине Михаил Игнатьев тĕрĕслесех тăрать. Кун пирки Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев каласа кăтартрĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчипе танлаштарсан парăмсем ÿснĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 7 организацире 2027 çынна парса татайман ĕç укçи — 39 миллион тенкĕ. Асăннă ведомство ирттерекен мониторинг кăтартăвĕсем тăрăх — парăмсен чи пысăк пайĕ тавар тирпейлекен промышленноç предприятийĕсенче пухăннă. «Хура» списокра малта — «Промтрактор-Вакун» АХО тата «Чăваш бройлерĕ» АУО. Парăмсене татас ĕç-хĕле ĕçлев ыйтăвĕсемпе çыхăннă ведомствăсен комиссийĕ йĕркелесе тăрать. Кăткăслăхсене сирес ĕçе республика прокуратури те хутшăнать. Асăннă орган витĕмĕпе çулталăкăн малтанхи çур çулĕнче пĕтĕмĕшле парăма 167 миллион тенкĕлĕх чакарма май килнĕ. Сăмахран, «Суор» строительство организацийĕнче, Шупашкарти Агрегат заводĕнче ĕçлекенсен умĕнчи парăмсене тÿлесе татнă.
Михаил Игнатьев ĕç паракансен яваплăха туймаллине, шалу вăхăтра тÿлесси предприяти-организаци сумлăхне палăртакан тĕп кăтартусенчен пĕри пулнине асилтерчĕ.
Çуллахи уйăхсем хыçа юлса пынăран шыва кĕмелли тапхăр та вĕçленет. Эппин, вăл мĕнлерех иртнине пĕтĕмлетме вăхăт. Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров çапла пĕлтерчĕ: шыв-шур таврашĕнчи инкексен пысăк пайĕ шыва кĕме ятарласа йĕркелемен вырăнта пулнă. Республикăри 14 пляжра тата шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ 17 вырăнта лару-тăрăва сăнаса тăрас, профилактика мероприятийĕсем ирттерес тĕллевпе асăннă ведомство 250 ытла рейд йĕркеленĕ. Асăрхаттару мероприятийĕсем чылай пулин те хăшпĕр районта синкерлĕх шучĕ ÿснĕ. Ача-пăча шыв хĕррине аслисемсĕрех кайни çул çитменнисен хушшинче путса вилнисем йышланасси /пĕлтĕр 6 ача вилнĕ, кăçал — 10/ патне илсе çитернĕ. Вениамин Иванович каланинчен курăнать: çăлавçăсем çапах та аван ĕçленĕ — 18 çынна вилесрен çăлнă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — вĕсем сисĕмлĕ пулни, хăрушлăхра васкавлă мерăсем йышăнма пултарни вĕсем пысăк профессионал пулнине çирĕплетрĕ.
Профессионаллăх тенĕрен, шел те, хăшпĕр организаци ертÿçисене вăл çитсех каймасть пулас. Çакнашкал шухăш Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр тĕп инспекторĕ Виктор Кочетков кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче ирттернĕ лицензи тĕрĕслевĕн малтанхи кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май пуçа килчĕ. Хăшпĕр компани патшалăх умĕнче самай пысăк парăма кĕнĕ пулин те вĕсен лицензине туртса илме васкаманни республика Пуçлăхне тĕлĕнтерчĕ. Çирĕппĕн çапла палăртрĕ: «Хура» ĕçпе аппаланакан фирмăсене /Шупашкарти — «Пик-1», «Озон», Улатăрти «Наш двор», «Авангард-Плюс», «Текстильщик», «Управдом» тулли мар яваплă обществăсене т.ыт. те. — Авт./ тăрă шыв çине кăлармаллах. Унсăрăн урăх ятпа регистрациленĕ компанире те малтанхи вырăнта тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемен пуçлăх халăха улталаса пурăнĕ. Кун пек ан пултăр тесен çурт-йĕр инспекцийĕн, ШĔМĕн, хула влаçĕн органĕсен пĕрле çыхăнса ĕçлемелле. Тĕрĕслев йĕркелени кăна çителĕксĕр, айăплисене явап тыттармалла». Асăннă ведомство пуçлăхĕсем çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн хăшпĕр предприятийĕн ĕç-хĕлне кĕске вăхăтрах тишкерсе хаклама сăмах пачĕç.
Ирина ИВАНОВА.
Источник: "Хыпар"
Первоисточник: http://hypar.ru/cv/hura-ecpe-appalanakansene-tara-shyv-cine-kalarmalla