03 августа 2016 г.
Çулла. Хĕвел пĕçертет, чăтма çук шăрăх. Сывлăш температури темиçе кун ĕнтĕ вăтăр градус ытла вĕри тăрать. Кун пек çанталăкра çынсенчен нумайăшĕ шыв хĕррине васкать, унта ишсе-чăмпăлтатса кĕлеткине уçăлтарма тата канма тăрăшать. Çапах пĕве-кÿлĕ таврашĕ — кану çеç мар, этем сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăн та. Шел, çакна кашниех асра тытмасть, шывăн турачĕ çуккине шута илменрен пăтăрмаха çакланать.
Çăлавçăсем шывра путакансен шучĕ шăрăх вăхăтра пушшех ÿснине палăртаççĕ. Акă утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче кăнтăрла Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕ çывăхĕнчи пĕвере 49 çулти арçын шар курнă. Унăн кĕлеткине çав тăрăхра пурăнакансем туртса кăларнă. Пĕр эрне маларах Шупашкарти тĕп пляжран икçĕр метр аяккарах, техника зонинче, инкек пулнă. Унта, паллах, шыва кĕме юрамасть. 29-ти арçын çав вырăна мăшăрĕпе тата ачипе килнĕ. Хĕрарăмпа пепки çыран хĕрринче юлнă, çемье пуçĕ бетон тăрăх анса шыва кĕрсенех ăна пысăк хум хупланă. Арăмĕ чупма, аллипе сулкалашма тытăннă. Çăлавçă çакна асăрханă та пăтăрмаха лекнĕскере пулăшма васканă. Арçынна туртса кăларнă, анчах шыв çăтса тултарнăскере тем пек тăрăшсан та çăлма май килмен. Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче пулнă инкек те чуна ыраттарать. Шупашкарта залив акваторийĕнче 11 çулти хĕрача путса вилнĕ. Паллах, унта та шыва кĕме юрамасть, çакăн пирки асăрхаттаракан ятарлă паллăсем те пур. Синкерлĕ ку тĕслĕх тĕлĕшĕпе следовательсем тĕрĕслев ирттереççĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх — хĕрача ишме пĕлмен, шыва кĕрсен чыхăнса кайнă.
Чăваш Республикинчи пĕчĕк карапсен патшалăх тĕп инспекторĕ Герман Майков каланă тăрăх — кăçал шыва кĕмелли тапхăр пуçланнăранпа 37 çын путса вилнĕ /утă уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне\. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан пĕчĕкрех, çапах çулла вĕçленмен-ха. Синоптиксем шăрăх кунсем татах пуласса шантараççĕ, эппин, пĕве-кÿлĕ хĕррине çын йышлă пухăнĕ. Г.Майков кăçал официаллă майпа уçнă пляжсенче /республикăра пĕтĕмпе 14\ тата кану валли ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче /17\ пĕр инкек те пулманнине палăртрĕ. Çак юханшывсен тĕпне водолазсем тĕрĕсленĕ тата тасатнă, шыва кĕме юракан лаптăксене чикĕленĕ. Пляжсенче кашни сменăра 3 çăлавçă-матрос тата 1 медицина ĕçченĕ дежурствăра тăраççĕ. Паллах, çăлавçăсем пур тесе çынсен хăйсене йĕркесĕр тытмалла мар, тимлĕ пулмалла. Шыва кĕрекен питĕ нумай, çăлавçăсем пурне те куç илми сăнаса тăраймĕç.
"Кăçал пулнă пĕр тĕслĕхпе паллаштарас килет. Икĕ арçын ача шывра чăмпăлтатнă, вылянă. Вĕсене аслисем пăхса-сăнаса тăманнине Шупашкарта пурăнакан Денис Кириллов асăрханă. Ачасене лăпланма, хăйсене кăштах йĕркеллĕрех тытма сĕнес тĕллевпе вăл çул çитменскерсем патнелле утнă. Денис çитнĕ çĕре пĕри путма тытăннă, шыв тĕпне анса кайнă. Çамрăк çын тÿрех шыва чăмнă, ачана туртса кăларса пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама тытăннă", — каласа кăтартать Герман Геннадьевич. Вăл ют ачасем çуккине аса илтерчĕ, шыв хĕрринче аслисемсĕрех канакан шăпăрлансене пĕве-кÿлĕ хĕрринчен аяккарах илсе кайма, май пур тăк ашшĕ-амăшне шăнкăравласа пĕлтерме сĕнчĕ. Чăваш Республикинчи пĕчĕк карапсен патшалăх тĕп инспекторĕ шыв объекчĕсенчи инкексен пысăк пайĕ ялсенче, шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче пулнине, путса вилекенсен 75% шыва эрех ĕçсе кĕнине палăртрĕ. Водолазсем ятарласа тĕрĕслемен пĕве-кÿлĕ тĕпĕнче темĕн те выртма пултарать: кирпĕч е кантăк ванчăкĕ, арматура, тимĕр-тăмăр... Вĕсене тăрăнса аманас е вилес хăрушлăх та пур.
Шыв хĕрринче хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине çăлавçăсем ятарлă рейдсем ирттернĕ чухне тăтăшах аса илтереççĕ. Çанталăк шăрăх тăнă вăхăтра Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн /ГИМС\ сотрудникĕсем Атăл акваторийĕ тăрăх тăтăшах хурала тухаççĕ. Çакнашкал рейдсенчен пĕрне вĕсем журналистсене те хутшăнма сĕнчĕç. Эрнекун, кăнтăр вăхăчĕ... Хĕвел хĕртсех пăхать. Шупашкарти тĕп пляжра çын питĕ нумай. Тĕпрен илсен — вĕсем хăйсене йĕркеллех тытаççĕ. Инспекци катерĕ иртсе кайсанах пĕр çын буексен тепĕр еннелле ишсе каçрĕ. Çапла майпа хăйне ирĕклĕ туйма тăрăшать-ши? Инспекторсем шикленменскере каялла çавăрас тесе çав вырăналла васкарĕç — арçын хăйĕн йăнăшне ăнланчĕ курăнать, тÿрех шыва кĕме юракан лаптăкалла ишсе кайрĕ.
Хăшĕсем тепĕр çырана ишсе каçма та тĕллев лартаççĕ иккен, хăйсем вара вăйĕ пĕтнĕрен мĕн палăртнине пурнăçлаймаççĕ. Нумайăшĕ питĕ лайăх ишет пулĕ-ха, анчах шывра темĕн те пулма пултарать. Тĕслĕхрен, чыхăнса каяс, шăнăр туртса лартас е хăшĕ-пĕрин сывлăхĕ хавшак пулнăран пăтăрмаха лекес хăрушлăх пысăк. Патшалăх инспекторĕсем утă уйăхĕнче пулнă тепĕр тĕслĕхпе паллаштарчĕç. Дон çинчи Ростов хулинчен килнĕ икĕ арçын — 27 тата 43 çулсенчисем — Атăлăн сулахай çыранĕнче шавлă ушкăнпа каннă. Эрех ĕçнĕ хыççăн хăйсене паттăр пек туйма тытăннă ахăртнех: сылтăм çырана ишсе çитме шухăш тытнă. 500 метр ишсенех вăйĕ пĕтнĕ çавскерсен. Юрать ГИМС инспекторĕсем шăпах çав вăхăтра патрульте пулнă. Вĕсем малтан çав арçынсен савнийĕсене, çыран хĕрринче тăрăшсах алă сулакансене, курнă. Мĕн пулнине ыйтса пĕлсен "паттăрсене" çăлма васканă. МЧС ĕçченĕсем вăйран кайнăскерсене катерпа илсе таврăннă, профилактика калаçăвĕ ирттернĕ.
Хушăран пляжра мар, унтан инçех мар канма юратакансем те тĕл пулаççĕ. Халăхран уйрăм, бетон çине выртса хĕртĕнме лайăхрах теççĕ-ши? Бетон çине мелсĕррĕн пуссан аманас е шыва ÿкес хăрушлăх та пур-çке. Çÿлерех çырса кăтартнă инкеклĕ тĕслĕхри пек.
МЧС ĕçченĕсем Атăл тата Сăр акваторине тухакан пĕчĕк карапсене те тĕрĕслеççĕ. Вĕсен шучĕ çулсеренех ÿссе пырать. Карап, яхта е катер хуçисен правапа пĕрлех транспорт докуменчĕсем, çăлав тата хăрушсăрлăх хатĕрĕсем пулмалла. Эпир рейда тухнă кун та инспекторсем пĕчĕк темиçе карапа чарчĕç. Унти çынсем тĕрĕслевçĕсене асăрхасанах çăлав жилечĕсене тăхăнма васкарĕç. Ытти енчен пурте йĕркеллех пулни палăрчĕ. Шалти шыв çулĕсемпе çÿремелли правилăсене пăссан вĕсен те штраф тÿлеме тивет. Кăçал пĕчĕк караппа çÿрекен пилĕк çынна ÿсĕр пулнăшăн явап тыттарнă.
Çăлавçăсем çынсене шыва кĕме кайсан тимлĕхпе асăрханулăх çинчен самантлăха та манмалла марри пирки чĕнсе калаççĕ. Пăтăрмах пулсан е инкеке лекнисене курсан "01" е "112" номерпе шăнкăравламаллине аса илтереççĕ.
Источник: "Хыпар"