13 ноября 2009 г.
Шыв -шур асăрхануллă пулнине юратать
Пĕрисем путаççĕ, теприсем çăлаççĕ
Çуллахи шăрăх вăхăтра пирĕнтен чылайăшĕ пĕве-кÿлĕ хĕрринче канма, шыва кĕрсе кĕлеткене уçăлтарма тăрăшать. Шел, теприсем асăрханулăхпа тимлĕх пирки манаççĕ те пысăк шар кураççĕ. Шывăн турачĕ çуккине мĕншĕн асра тытмаççĕ-ши? Акă кăçалхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарти икĕ арçын ача аслисемсĕрех Атăлта шыва кĕнĕ. Вĕсенчен пĕри, 9 çултискер, путса вилнĕ. Темиçе кун маларах вара Шăмăршăра пурăнакан 57-ри арçын Пăлара сывлами пулнă. Вăл юлташĕпе эрех ĕçнĕ хыççăн ишсе киленес тенĕ-мĕн. Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ялĕ çывăхĕнчи пĕверен 45 çулти арçын кĕлеткине республикăри çăлавпа шырав службин ĕçченĕсем туртса кăларнă. Вăл та спиртлă шĕвек ĕçнĕ.
- Чи пăшăрхантараканни - çамрăк та вăй питти çынсем путса вилни. Юн вĕресе тăнă вăхăтра этем нимрен те хăрамасть çав. Эрех ĕçнисем хăйсене паттăр пек туяççĕ, ним пирки шухăшламасăр шыва кĕме васкаççĕ, - пĕлтерет асăннă служба пуçлăхĕн çумĕ Александр Логвинец.
Шывсенчи инкексенчен ытларахăшĕ çуллахи вăхăтра пулнине палăртрĕ, çапах та çулталăкăн ытти тапхăрĕнче те асăрхануллă пулмаллине аса илтерчĕ.
...Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Калиновка ялĕнчи 35-ри арçын пĕве хĕррине кăвакал чĕпписене шырама кайнă. Шыва юратакан кайăк-кĕшĕк ниепле те тухасшăн пулман. Арçын пĕвене кĕнĕ, варрине ишсе çитсен - путнă.
Юпа уйăхĕн варринче Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнчи 33-ри арçын пĕлĕшĕсемпе эрех ĕçнĕ хыççăн малалла канас тĕллевпе кÿлĕ хĕррине кайнă. Чăнкă çыран хĕррине çитсен - такăннă, сивĕ шыва ÿкнĕ. Тухайман.
Республикăри шыравпа çăлав службин тĕп специалисчĕ Галина Ядыкова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тăхăр уйăхра Чăваш Енри шывсенче 60 çын шар курнă /пĕлтĕр - 66/, 41-шĕ вилнĕ /32/, вĕсенчен 4-шĕ - ача /0/, 19-ăшне çăлнă /29/, хыпарсăр çухалнисем çук. Инкек сăлтавĕсем тĕпрен илсен çаксем: çынсем тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтермен тата çăлавçăсем çук вырăнта шыва кĕни, çак мелпе каннине эрехпе "паллă туни".
Пирĕн республикăра çичĕ çăлав станцийĕ: Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Улатăр, Çĕмĕрле, Етĕрне хулисенче тата Тĕп станци. Вăл е ку вырăнта пĕр-пĕр çын инкеке лекнине пĕлтерсен çăлавçăсем чĕннĕ çĕре хăвăртах çитеççĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи ака уйăхĕнче 70 çулалла çывхаракан арçын Атăл урлă Сосновкăна кайма шут тытнă. Пăр çÿхелни те сисчĕвлентермен ăна. Çак çулпа малтан та çÿренĕрен ку хутĕнче те йĕркеллех пуласса шаннă-тăр. Анчах... Пăр çурăлса кайнă та тахçан тухтăр пулнă çын сивĕ шыва чăмнă. Юрать-ха, вăхăтра асăрханă çăлавçăсем инкеке лекнине хăтарма васканă. Шывра 15 минут патнеллех пулнă арçынна туртса кăларнă.
Çăлавпа шырав службин ĕçченĕсем тепĕр саманта та аса илчĕç. Сĕнтĕрвăрринчи хĕрарăм пĕр çыранран теприне эрех туянас тĕллевпе çитме васканă. Пăр тĕллĕн-тĕллĕн ирĕлме пуçланинчен те шикленменскер шыва анса кайнă. Çăлавçăсем хÿтĕлев япалисемпе усă курса хайхискере иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. Вĕсем вăхăтра ĕлкĕреймен е хĕрарăма никам та асăрхаман тăк мĕн пулатчĕ? Пăрлă шывра çын 4-5 минут çеç тытăнса тăраять. Тумтир тăхăнни те витĕм кÿрет: йĕпенет, йывăрланать, этеме аялалла туртать.
Татма юраман çимĕç...
Шыв-шурпа çулла çеç мар, кĕрхи тата хĕллехи тапхăрта та асăрхануллă пулмаллине шута илсех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов кăçалхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче "Чăваш Республикин шыв объекчĕсенче 2009-2010 çулсенчи кĕрхи-хĕллехи тапхăрта çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси" Хушăва алă пуснă. Ăна мĕн тĕллевпе кăларни çинчен Александр Логвинец каласа кăтартма килĕшрĕ:
- Шыв - çын сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан вырăн. Çанталăк сивĕтме тытăнсан вăл шăнать, пăр ларать. Вăл çÿхе чухне уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Асăннă хушура ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисен çынсене шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе мероприятисем хатĕрлесе ирттермеллине палăртнă. Саккунпа килĕшÿллĕн, районсемпе хуласен пуçлăхĕсем вырăнти халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн те яваплă. Вĕсен чи малтан профилактика мероприятийĕсем ирттермелле, çынсен кĕрхи-хĕллехи тапхăрта хăйсене шывра тата пăр çинче мĕнле тытмаллине ăнлантармалла. Унсăр пуçне хăш вырăнта каçма юранине, пысăк йышпа пулă ăçта тытма аванрах пулнине палăртмалла. Уйрăмах хăрушă лаптăксенче ятарлă паллăсем лартмалла.
Чылайăшĕ кĕркунне те пулă тытма çÿрет. Çак тапхăрта çанталăк улшăнсах тăрать. Калăпăр, çил пысăк хăвăртлăхпа вĕрме пуçлать. Çавна пулах вĕсен кимми ÿпĕнме пултарать. Е моторĕ ванать. Çыран хĕррине мĕнле çитмелле? Хĕлле пулă тытма кайсан та вĕсен асăрханулăх пирки самантлăха та манмалла мар. Хăшĕсем эрех ĕçеççĕ те пăр çинчех çывăрса каяççĕ. Нимĕнле пулă та кирлĕ мар ун пеккисене. Татма юраман çимĕç яланах пылак пек туйăнать çав. Шупашкарти ГЭС çывăхĕнче пулăç яланах нумай. Вĕсем ĕçлекен агрегатсен çывăхнех пыма тăрăшаççĕ. Унта вара пăр çÿхе, катăлать.
Çăлав станцийĕсен пуçлăхĕсем пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн центрĕн ĕçченĕсемпе пĕрле рейдсем, ăнлантару ĕçĕсем ирттереççĕ, брошюрăсем валеçеççĕ. Шкулсене, тĕрлĕ организацие çитсе çÿхе пăр çине кĕме юраманнине асăрхаттараççĕ.
- Эпир çĕр çинче хăналăх çеç. Эппин, пурнăçа упрамалла. Пулă тесе пуçа çухатмалла мар. Эрех ĕçсен шыв патне çывăха та ан пыр, - калаçăва хутшăнчĕ Сергей Данилов, шыравпа çăлав отрячĕн пуçлăхĕ. Сăмах май, çак тытăмра вăл 1985 çултанпа ĕçлет. Тивĕçĕсене тăрăшса пурнăçланăшăн ăна "Путакансене çăлнăшăн" медальпе, "Чăваш Республикин çăлавçи" хисеплĕ ятпа чысланă.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА
Асра тытма
· Пăр çине кĕриччен малтан вăл мĕнлерех пулнине сăнамалла. Унăн хулăнăшĕ 7 сантиметр тата тĕсĕ симĕсрех тĕк вăл çуран çÿрекеншĕн хăруш мар. Пăр çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслемелле мар.
· Пăр çинче çын çÿренĕ "сукмакпа" утмалла. Ун пекки çук тăк хăвăр маршрута палăртмалла, вăрăм та çирĕп патак илмелле, иккĕленÿ çуратакан вырăнсенчен пăрăнса иртмелле.
· Пăр авăнчăкрах пулнине, шатăртатнине, ун çийĕнче шыв пуррине асăрхасан-илтсен пĕр тăхтаса тăмасăр каялла таврăнмалла: урана сарса, пăр çийĕпе шутарса /çĕклемесĕр/. Е упаленмелле, шумалла.
· Пăр çийĕн темиçен каçнă чухне пĕр-пĕрин хыççăн утмалла, хушă 5-6 метр пулмалла. Кайра пыраканнин малтине васкавлă пулăшу пама яланах хатĕр пулмалла.
· Пулă тытнă чухне пысăках мар лаптăкра шăтăк нумай тумалла мар. Пĕрле пуçтарăнма, сикме е чупма юрамасть. Кашни пулăçăн хăйпе пĕрле çăлав хатĕрĕ илмелле: 12-15 метрлă кантра пĕр вĕçне 400-500 грамлă япала çирĕплетмелле, тепĕр вĕçне йăлă тумалла.
· Çанталăк начар чухне: юр çăвать-и, çумăр-и, тĕтреллĕ-и тата çĕрле пăр çине кĕмелле мар.
· Инкеке лекнисене асăрхасан Çăлав службин пĕрлехи телефонĕпе шăнкăравламалла: 112
Источник: "Хыпар"