Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ĕçсене пĕтĕмлетсе, малашлăх планĕсене палăртса»

26 февраля 2014 г.

"Пирĕн пурнăç" хаçат корреспонденчĕн районта февралĕн 19-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн темисемпе çыхăннă ыйтăвĕсене тĕплĕнрех ушкăн ертÿçи (февралĕн 22-мĕшĕччен республикăн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ) Светлана Александровна Енилина хуравлать.

– Калаçăва республикăн 2013 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсенчен пуçлар мар-и?

– Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕлтĕрхи кăтартăвĕсем пурăнмалли çурт-йĕр ытларах хута кайнипе, ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ пысăкланнипе, строительство, тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ ÿснипе тата ĕçлекен çынсен шалăвĕ хăпарнипе палăрнă. Федераципе республикăн социаллă мĕн пур программи пурнăçланнă, вĕсем малалла тăсăлаççĕ.

Строительство ĕçĕсене пĕлтĕрхинчен 2,4 процент ытларах пурнăçланă, пурăнмалли çурт-йĕр – 1,5 процент. Кашни çын пуçне федерацин Атăлçи округĕнче ку енĕпе – пĕрремĕш вырăнта. "Чăваш Республикинчи çынсене кивĕ çурт-йĕр фондĕнчен çĕнĕ хваттерсене куçарасси" программăпа килĕшÿллĕн 2012-2013 çулсенче 228 çемье çĕнĕ хваттер илнĕ. Вĕсем юхăнчăк 67 çуртран куçнă. Программа малалла тăсăлать. Хваттерсем тума 2013-2017 çулсенче тата 1,4 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă. Районта та ку программăпа килĕшÿллĕн кăçал тăхăр çемье çĕнĕ хваттерте хăна пуçтарĕ. Хальхи вăхăтра çуртăн икĕ этажĕ çĕкленнĕ, пĕрремĕш хутăн чÿречисене лартнă, шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ.

Ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ – 119,9 млрд тенкĕ, пĕлтĕрхинчен 4,1 процент пысăкрах. Тавар çаврăнăш тытăмĕнче промышленность таварĕсем 53 процент, апат-çимĕç таварĕсем 47 процент йышăнаççĕ.

Тÿлевлĕ пулăшу калăпăшĕ пĕтĕмпе 2013 çулта 38,6 млн тенкĕ пулнă (102,2 проц.). Отчет тумалли тапхăрта уйрăмах çак пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ пысăкланнă: культура – 11 процент, çыхăну – 7,2, çурт-йĕр – 6,1, ветеринари – 5, хăна çурчĕн пулăшăвĕ – 4,3, туризм – 4, йăлари пулăшу – 2,3, сывлăха çирĕплетмелли санатори – 1,7, физкультурăпа спорт – 1, транспортпа коммуналлă хуçалăх – 0,6 процент.

Республикăра 2013 çулхи уйăхри вăтам ĕç укçи 19726 тенкĕпе танлашнă, пĕлтĕрхинчен 14,8 процент пысăкрах.

– РФ Президенчĕн "Раççей Федерацийĕнче Культура çулталăкне ирттересси çинчен" Указне пурнăçласа республикăра, çав шутра пирĕн районта та, мĕнлерех ĕçсем ирттерме палăртнă?

– Республикăра РФ Президенчĕн Указне пурнăçласа культура сферинчи объектсене çĕнĕрен тума, тĕпрен юсама тата реставрацилеме палăртаççĕ. Çавăн пекех пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме, культура çурчĕсене тĕпрен юсама, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан музыка инструменчĕсене туянма та шутлаççĕ. Республикăри районсенчи чи лайăх культура учрежденийĕсене, чи лайăх культура ĕçченĕсене конкурс мелĕпе палăртса укçан хавхалантараççĕ. Культура учрежденийĕсене 100 пин тенкĕ, культура ĕçченĕсене 50 пин тенкĕ таран параççĕ. Районти культура учрежденийĕсемпе культура сферинче ĕçлекенсем те Культура министерстви йĕркелекен конкурссене хутшăнма документсем хатĕрлеççĕ. Республикăри культура ĕçченĕсен уйăхри вăтам ĕç укçине 2013 çулта 25 процент ÿстерсе 11800 тенке çитернĕ. Ку, паллах, пысăк кăтарту мар, умри тĕллев – малалла та ÿстересси. Чăваш Енри библиотекăсен 90 процентне компьютер оборудованийĕсем вырнаçтарнă, Раççейре – 20 процент.

Питĕркассинчи Культура çуртне республика бюджетĕнчен тата район бюджечĕн хушма укçипе тĕпрен юсаса пĕтересшĕн. Пĕтĕмпе республика бюджетĕнчен 1 миллион тенкĕ, район бюджетĕнчен 250 пин тенкĕ тăкаклама палăртаççĕ. Районта Культура çулталăкне халалласа ирттерекен мероприятисем валли район бюджетĕнчен пĕтĕмпе 400 пин тенкĕ пăхса хунă.

– Пенси тытăмĕ çĕнелни тата улшăнăвĕсем çинчен чарăнса тăраймăр-и?

– Халĕ пенси страховлав тата пухăнса пыракан пайсенчен тăрать. 2015 çултан страхлавпа пухăнса пыракан пенсисем уйрăм пулаççĕ, 2025 çулччен – куçăм тапхăрĕ. Страхлав стажне социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсем те кĕрĕç: призывпа çарта пулни, 1,5 çул тултариччен ачана, инвалид ачана, I-мĕш ушкăнри инвалида, 80 çултан аслăрах ватă çынна пăхни.

Ытларах çул ĕçлесе тата пенси çулне çитнĕ хыççăнхинчен каярах пенси пама ыйтса пенси виçине ÿстерессине хавхалантараççĕ. Пенсие каярах ыйтнă кашни çулталăкĕшĕн страховани пенсине тивĕçлĕ преми коэффициенчĕ чухлĕ пысăклатĕç. Çавăн пекех ĕçлемен, ял хуçалăхĕнчи стаж 30 çултан кая мар граждансене вĕсем ялта пурăннă чухне паракан çирĕп тÿлеве 25 процент ÿстерессине палăртнă. 2014 çултан тытăнса Ĕçлев кодексĕ ĕçлекенпе ĕç паракан хушшинчи ĕç хутшăнăвĕсене йĕркелекен граждан-право килĕшĕвĕсем тума чарать.

– Пушар хăрушсăрлăхĕ, шыв объекчĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси тата чрезвычайлă лару-тăрăва сиресси, асăрхаттарасси çинчен пĕр-ик сăмах каласамăр?

– Нумаях пулмасть Патăрьел районĕнче тухнă инкек çинче чарăнса тăрас килет. Йĕркеллĕ çемье сивĕ çанталăка пула автомашина тапранманнипе шкул çулне çитмен ачисене ача садне ярайман. Хăйсен вара ĕçсемпе пĕр-икĕ сехетлĕхе кайса килмелле пулнă, электрооборудованисене чарса хăварман. Пушарта ачасем иккĕшĕ те çунса кайнă. Ачасене хăйсемпе илнĕ пулсан, кÿршĕсем патне вăхăтлăха хăварнă пулсан, инкек, тен, аякран иртсе кайнă пулĕччĕ.

Хальхи вăхăтра çуртсен ытларах пайне страхламан. Тип-шар пулсан нимсĕр тăрса юлассине темшĕн манса каятпăр.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче те февралĕн 19-мĕшĕ тĕлне 7 пушар пулнă, 4 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Инкексен тĕп сăлтавĕсем – электропралуксем юрăхсăра тухни, хутнă кăмакана пăхса тăманни тата ытти те. Ял тăрăхĕсемпе пушар хуралĕн ĕçченĕсен профилактика мероприятийĕсем ирттересси пĕрремĕш вырăнта пулмалла.

– Ял хуçалăхĕнчи çурхи ĕçсен планĕсене уçăмлатаймăр-и?

– Республикăра ял хуçалăх культурисене 550 пин (100,1 процент), çав шутра тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 266,6 пин (100,8 процент) гектар пухса кĕртме палăртаççĕ. Çĕр улмие 41,5 пин гектар (104,6 процент) лартасшăн, пахча çимĕçе – 4,6 пин (100 процент) гектар. Техника тата выльăх апачĕн культурисем 10,4 пин (78,2 процент) тата 227 пин (100,2 процент) гектар йышăнĕç. Иртнĕ çул çанталăк ял ĕçченне чăрмав кÿчĕ. Ял хуçалăхĕнче шăрăх çанталăка пула пĕтĕмпе 35,6 гектар пĕтнĕ, кайран кĕрхи çумăрсем ял хуçалăх культурисене вăхăтра пуçтарма чăрмантарнă. Кăçал вăл тухăçа ÿстерме пулăшасса шанас килет. Çак сăлтавсемпех ял хуçалăх продукчĕсен производствин калăпăшĕ планланинчен 89,3 процент кăна пурнăçланнă. Нумай хуçалăх техника культурисен лаптăкне пĕчĕклетесшĕн. Ку – каялла чакни пулать. Ытти культурăсен лаптăкне те сахал, ячĕшĕн кăна темиçе пин гектар, хушасшăн. ЧР Министрсен Кабинечĕн пушă выртакан çĕрсене пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртмеллине асрах тытасчĕ. Мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен акакан-лартакан лаптăкĕ 2014 çул тĕлне тăватă çул каяллахинчен 47686 гектар пĕчĕкленнĕ, вăл шутра Хĕрлĕ Чутай районĕн – 7219 гектар.

Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче пушă выртакан тата тухăçсăр усă куракан лаптăксен реестрне тумаллине уççăн палăртрĕ. Çум курăк хуплакан çĕре ик çулта пĕтĕмпех шута илме хушрĕ. Усăсăр выртакан лаптăксене çаврăнăша кĕртсен хыснан тупăш пайне пысăклатăпăр. Çум курăк пуснă лаптăксем çинчен вырăнти çынсем министерствăна пĕлтерессе шанатпăр.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2014 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнчи Указĕпе Светлана Александровна Енилинана ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан пулма çирĕплетнĕ.

Г.Ястребова калаçнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика