25 октября 2012 г.
Министрсен Кабинечĕ ĕнерхи ларура чылай ыйтăва тишкерчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ укçа-тенкĕпе çыхăннă тенĕ пулăттăм. Ларăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
Уйрăм категорисен социаллă хÿтлĕхне çирĕплетмелли саккуна улшăнусем кĕртесси тавлаштармарĕ. Сăмах коммуналлă тÿлевсемпе çыхăннă тарифсен виçисем пысăкланнă май вĕсен пособийĕсене те ÿстересси пирки пырать.
Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова çав тÿлевсене пысăклатасси пирки пĕлтерчĕ. Вĕсене çирĕплетрĕç. Çапла вара саккун проектне Патшалăх Канашĕ тишкернĕ хыççăн тыл ĕçченĕсен пособийĕ 925 тенкĕпе танлашĕ, ветерансен - 1026, таса ятне тавăрнисен - 2456, репрессисене пула шар курнисен - 2187 тенкĕ.
Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова республикăн 2012 çулхи бюджетне 9 уйăхра мĕнле пурнăçлани çинчен отчет турĕ. Пĕрлехи бюджета 29,8 млрд яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă - иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан ÿсĕм 8%. Хамăрăн тупăшсен виçи 14,4% хушăнни уйрăмах кăмăллă - 13,5 млрд тенке яхăн. Фарида Халиковна çак виçене экономика кризисĕчченхи 2008 çулхипе те танлаштарчĕ - ун чухнехинчен 27% хушăннă-мĕн. Çапах пăшăрхантараканни те пур. Бюджета налуксемпе пуянлатасси прогнозпа палăртнинчен пĕчĕкрех: 13,9 млрд тенкĕ палăртнă - 13,1 млрд кăна пухнă. Раççейри вăтам кăтартупа пăхсан ĕç-пуç аванах-ха, анчах Атăлçи округĕнче ку енĕпе эпир вуннăмĕш вырăна аннă.
Çакăн тĕп сăлтавĕсен шутĕнче министр тивĕçĕсене пурнăçлакан организацисем маларах ытларах тÿленĕ налуксене тавăрса пама тивнине асăнчĕ. Тепĕр сăлтавĕ - республика тулашĕнче вырнаçнă пысăк компанисен кунти тытăмĕсен налукĕсем айккине кайни. Çавăн пекех уйрăм çынсен пурлăх налукĕсене пухассин ÿсĕмĕ те кĕтнĕ чухлех пулайман. Çапах уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налукăн ÿсĕмĕпе эпир çĕр-шывра малтисен ретĕнче, Атăлçи округĕнче - пĕрремĕш вырăнта.
Ытти енĕпе илес тĕк - Мускав уйăракан дотацисем планпа килĕшÿллĕн килеççĕ, патшалăх парăмне республика 1,4 млрд тенкĕлĕх /16%/ чакарнă, Правительствăн 18 млн тенкипе танлашакан резерв фондне 9,6 млн тенкĕлĕх тăкакланă, Çул-йĕр фончĕн тупăшĕсене палăртнă чухлĕ пухасси пирки иккĕленÿ çук. НДФЛпа çыхăннă ырă туртăмсене палăртнă май Михаил Игнатьев та кăмăллă пулчĕ: «Эппин, вăрттăн схемăсемпе усă курасси чакать, прокуратура, право хуралĕн, налук органĕсем ку енĕпе йышăннă мерăсем усă кÿреççĕ».
2012-2020 çулсенче республикăн шыв хуçалăхĕн комплексне аталантармалли тĕллевлĕ программи вара хивре калаçу çуратрĕ. Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Юшин пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре 2350 юхан шыв, вĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ - 8650 км, 754 кÿлĕ. Пĕтĕмĕшле шыв калăпăшĕ - 2 млрд м3. Евгений Васильевич юлашки çулсенче шывпа усă курасси чакнине палăртрĕ, çакăнта ресурссене перекетлес енĕпе çине тăрса ĕçленин витĕмĕ курăмлă имĕш. Çивĕч ыйтусен шутĕнче - эрози, гидротехника сооруженийĕсем çителĕксĕрри, шывсем каяшсемпе вараланни. 2,3 млрд тенкĕ /68% - федераци укçи, 28-шĕ - республикăн/ «ыйтакан» программăна пурнăçлани шăпах çак тата ытти çивĕч ыйтăва татса пама пулăшмалла.
Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енри хуçасăр гидротехника сооруженийĕсен шучĕпе кăсăкланчĕ. Пĕтĕмпе республикăра çавнашкал 832 сооружени, вĕсенчен 16-шĕ хуçасăр-мĕн. Михаил Игнатьев кăшт маларах экологи ведомстви пĕчĕкрех цифра калани пирки аса илтернĕ май ку енĕпе татăклă кăтартусем çуккишĕн министерство ертÿçисен ĕçне сивлерĕ. Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн та ыйту çуралчĕ: «Хăй вăхăтĕнче Йĕпреçре тата Вăрнарта шыв управĕсем тунă. Вĕсен хушши пысăк та мар. Йĕпреçре пултăм та - унта хайхи управпа туллин усă курманни пирки калаççĕ. Пĕр управ тунипех çырлахмалла пулман-ши?» Хуравне строительство министрĕ Владимир Громов пачĕ. Паллах, ку ыйту унчченхи тапхăра пырса тивет. Çапах, унăн шухăшĕпе, хăй вăхăтĕнче районсенче уйрăмшар шыв управĕсем тума йышăнни тĕрĕс, мĕншĕн тесен унсăрăн магистраль пăрăхĕсем хывма тиветчĕ - ку вара питĕ хаклă.
Республикăн инвалидсене, инвалид ачисене пăхакан тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕçпе тивĕçтермелли программине çирĕплетрĕç. 2013-2015 çулсем валли палăртнăскере пурнăçлама пĕтĕмпе 24 млн тенкĕ кирлĕ, кунта та федераци тата республика бюджечĕсен укçипе шайлашуллă усă курма пăхнă. Стройминăн Энерги перекетлес тата ЖКХна реформăламалли программăсене пурнăçлас енĕпе ĕçлекен центрне туса хума йышăнчĕç. Вăл тĕп хулари Ленинград урамĕнчи 33-мĕш çуртра вырнаçĕ.
Шупашкар хулин васкавлă медпулăшу тата 5-мĕш больницисене пĕрлештерессине ырларĕç. Алла Самойлова вице-премьер пĕлтернĕ тăрăх - çакă çулталăкра 2,5 млн тенкĕ перекет кÿмелле, 50 должноç патнелле чакать. Республика Пуçлăхĕ должноçсене чакарни управлени персоналне çеç пырса тивмелли пирки аса илтерчĕ, медперсонала тĕкĕнмелле мар: «Пуçлăхсем сахалрах пулччăр...» Хăй çак кунсенче БСМПра пулни пирки каларĕ: «Çуртăн хăш-пĕр хутĕнче хăрушă ÿкерчĕк, вун-вун çул тĕпрен юсаман - юсав ĕçĕсене вĕçлесе лайăх условисем йĕркелемелле».
2012 çулхи 3-мĕш кварталти çын пуçне пурăнма кирлĕ виçене 5620 тенкĕ /умĕнхи кварталтинчен 4,2% ÿсет, хушăм - 229 тенкĕ/ шайĕнче çирĕплетрĕç те - çакăн хыççăн кун йĕркинчи «калаçтаракан» ыйтусем вĕçленчĕç тенĕччĕ. Йăнăшрăмăр иккен. Сăмахлаттараканни ку хутĕнче те республика ертÿçисем юлашки вăхăтра уйрăмах тимлĕ пăхакан çĕр ыйтăвĕ пулчĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина Министрсен Кабинечĕн çĕр арендин тÿлевĕн виçисене пырса тивекен йышăнăвне тÿрлетÿсем кĕртес ыйтупа сăмах илчĕ. Строительство валли арендăна илекен çĕрсемпе вăхăтра усă курманни, хăшĕсем вĕсене кайран чылай хаклăрахпа сутма тăрăшни вăрттăнлăх мар. Йышăнăва улшăнусем кĕртес тени çак усал йăларан хăтăлас тĕллевпе те сăлтавланнă ĕнтĕ. Çавна май çĕре арендăна аукционсем урлă çеç парасшăн. Тата - унта строительство ĕçĕсене хăçан вĕçлессине шута илсе. Çийĕнчен аренда тÿлевĕ те ÿссе пырать: 3 çултан - икĕ хут, унтан - виçĕ хут.
Апла пулин те çак ÿсĕм Михаил Игнатьева тивĕçтермерĕ. Министр ÿсĕм виçисене хуласем сĕнни пирки каласан Михаил Васильевич пушшех хĕрÿленчĕ: «Çĕре арендăна паракансем çав лаптăксемпе вăхăтра усă курманнисем тĕлĕшпе пуçарнă пĕр тавăçа та курмарăм-ха. Эпĕ юлашки вăхăтра çине-çине каланине илтместĕр пулас: çĕр - сирĕн бюджетсен тĕп çăл куçĕ. Ĕç-пуç каплах пырсан вара вăл коррупцие çул паракан тĕп никĕс пулса тăрĕ. Аренда тÿлевĕ халĕ ытла та пĕчĕк, çĕре 10 çуллăха илеççĕ, кайран тата 10 çуллăха тăсма пултараççĕ - ним тумасăрах». Çавна май вăл çĕр лаптăкĕ çинче палăртнă строительство ĕçĕсене вăхăтра пурнăçламаннисен яваплăхне ÿстерес тĕллевпе аренда тÿлевне 3 çултан 5 хут ÿстерме сĕнчĕ, 5 çултан - 10 хут. Хирĕçлеме хăякан тупăнмарĕ. «Унсăрăн малашне те тонни-тоннипе хут çырăпăр - усси пулмĕ, - терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. - Çавăнпа инвесторсем валли тĕп хулара çĕр лаптăкĕсем тупаймастпăр. Пенси фончĕн çурчĕ валли те лаптăк çук. Сăмах май, ун валли çĕр тупрăр-и?» Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тÿрех пĕлтерчĕ: «Ĕнер вĕсемпе 7 лаптăка пăхса çаврăнтăмăр, хăшне суйласа илеççĕ - паян тĕл пулса калаçмалла». «Вăт, кунашкал хурав тивĕçтерет...» - ларăва вĕçлерĕ Михаил Васильевич.
Источник: "Хыпар"