Госкомимущество ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Николай Ванеркин: «Тĕллевĕмĕрсене яланах пурнăçланă»

07 июня 2012 г.

 

Пĕр-икĕ çул каялла Курск облаçĕнчи чăх-чĕп ĕрчетекен фабрика панкрута тухни пирки телекуравпа пĕлтернĕччĕ. Юлашки вăхăтра унта-кунта çапла сăмах-юмах çÿреме пуçларĕ: «Муркаш» чăх-чĕп фабрикине сутаççĕ. Апла унта лару-тăру йĕркеллех мар пулĕ».

«Çын сăмаххи шыва сиктерĕ», - тенĕ пирĕн ватăсем. Несĕлĕмĕрсен ырă канашне асра тытса «тет» сăмах хыççăн каяс темерĕмĕр, «Муркаш чăх-чĕп фабрики» АУО генеральнăй директорĕпе, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Николай Ванеркинпа тĕл пулса калаçас терĕмĕр.

 

Пире кăсăклантаракан ыйту çакă пулчĕ: мĕнлерех лару-тăрура пурăнать паян фабрика?

 

- Каласа кăтартмалли пурах, - пуçларĕ калаçăва Николай Григорьевич. - Предприятие вун иккĕмĕш çул ертсе пыратăп. Кăшт маларах кунтах тĕп инженерта ĕçленĕ. Директора çирĕплетнĕ 2000 çулхи лару-тăру чăннипех питĕ йывăрччĕ. Фабрикăн техника хатĕрĕсем 100 проценчĕпех кивелсе çитнĕччĕ. Йĕркесĕрлĕх хуçаланатчĕ: фабрика йĕри-тавра карта çукран рабочисем ĕçе вăрман витĕр пырса кĕретчĕç, каялла унтанах тухса утатчĕç.

Чи пысăк чăрмав - чăх-чĕп валли апат çукки. Акă мĕнпе «мухтанма» пултарнă фабрика.

 

- Николай Григорьевич, мĕнле майпа ура çине тăма пултартăр?

 

- Чи малтанах коллектива тав тăватăп. Вăл мана шанчĕ, ĕненчĕ, мĕншĕн тесен эпĕ хама ыттисен шайĕнче тытнă, халĕ те çаплах. Атте çапла калатчĕ /сăмах май, вăл та хăй вăхăтĕнче хуçалăх ертÿçи пулнă/: «Эсĕ хăвна вăхăтлăха вĕсен вырăнне лартса пăх, ыйтăва рабочисен куçĕпе тишкерсе хакла, вара пĕр-пĕрне ăнланма çăмăл пулĕ».

2000 çулта 30 млн çăмарта илнĕ тĕк - пĕлтĕрхи çак кăтарту 70 млн танлашрĕ. Тупăш илмен çулталăк пулман. Предприятин парăм çук. Оборудование çĕнетме илекен кредита графикпа килĕшÿллĕн тÿлесе пыратпăр.

 

- Аталанăва хăвăртлатма мĕн пулăшрĕ?

 

-Чи малтанах дисциплинăна çирĕплетнине палăртмалла. Çынсем ĕçе вăхăтра çÿреме пуçларĕç. Пропуск тытăмĕ яваплăха ÿстерчĕ.

Иккĕмĕшĕнчен, энерги перекетлекен технологипе ытларах усă курма пуçлани. Фабрикăн çурт-йĕрне автономи мелĕпе хутса ăшăтма тытăнни газа чылай перекетлеме пулăшрĕ. Çутă режимĕпе унчченхи пек 13 сехет мар, 6 сехет усă курни те электроэнергие упрама май пачĕ.

Çулталăкра çĕннине нимĕн те тумасан, технологие çĕнетмесен, вăтам ĕç укçине ÿстермесен, продукци пахалăхне лайăхлатмасан предприятин пуласлăхĕ çук. Хам енчен вара çакна каланă пулăттăм: 12 çул хушшинче кашни çулах пурнăçламалли тĕллев лартнă. Темиçе пайран тăрать вăл. Чи малтанах, чăх-чĕп валли тухăçлă апат хатĕрлессине компьютер программине пăхăнса ĕçлетпĕр. Çитĕнÿсем çук мар. Çулталăкра 32 вакун комбикорм перекетлеме май пачĕ. Çав вăхăтрах çăмарта илесси самай ÿсрĕ. Танлаштарма: унчченхи çулсенче кашни чăхран 280-290 çăмарта илни пысăк çитĕнÿ шутланнă, 2011 çулта 330 илнĕ. Халĕ те çак кăтартуран чакмастпăр.

Сутса тунă укçа кунта ĕçлекен пĕр çын пуçне иртнĕ çул 1 млн та 73 пин тенкĕпе танлашрĕ. Унашкал ăнăçлă ĕçлекен предприятисем республикăра шутпа çеç.

 

- Технологие çĕнетмесен, ĕç укçине ÿстермесен, продукци пахалăхне лайăхлатмасан çав предприяти пуласлăхĕ çук терĕр. Çакна мĕнле тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ пулăттăр?

 

- Фабрикăна ертсе пыма пуçланăранпа тăхăр цехри оборудование хальхи йышши хатĕрсемпе çĕнетнĕ. Вĕсенчен тăваттăшне Испанире, виççĕшне Украинăра, пĕрне Мускавра хатĕрленĕ. Кăçал тепĕр цехри оборудование, ăна та Испанире кăларнă, улăштарасшăн. Çĕртме уйăхĕнче кÿрсе килмелле, укçан çур хакне тÿлесе татнă ĕнтĕ. Çурла уйăхĕнче чăхсене çĕнĕ цеха ярăпăр.

Хатĕр продукцин складне те реконструкцилеме палăртнă. Оборудовани туянтăмăр. Унта - çăмарта сортлакан, паллă лартакан тата çăмартана тирпейлесе курупкана вырнаçтаракан машинăсем.

Ĕç укçи пирки çакна каламалла: эпĕ ĕçе пуçăннă чухнехи вăтам ĕç укçи 1600 тенкĕччĕ, иртнĕ çулхи вара - 13000 тенкĕ.

Продукци пахалăхĕ пирки те пăшăрханма кирлĕ мар. Тĕрĕссипе, халĕ тĕп хулара, унта çеç мар, Атăлçи тăрăхĕнче сутакан çăмартаран вăл чи шанчăкли, пахалăхли тенĕ пулăттăм.

 

- Мĕнпе çирĕплететĕр хăвăрăн сăмахăра?

 

- Нумаях пулмасть пахалăх паллин свидетельствине тата продукци экологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтернине ĕнентерекен медаль илтĕмĕр.

Мускав лабораторийĕнче ирттернĕ тĕрĕслев пирĕн продукци ГОСТа тивĕçтернине çирĕплетрĕ.

 

- Николай Григорьевич, чăх-чĕп валли апат ăçтан туянатăр?

 

- Предприятин хăйĕн те çĕрĕ пур. Тăваттăмĕш çул ĕнтĕ 650 гектар çинче пĕрчĕллĕ культурăсем, курăк çитĕнтеретпĕр. Çапах та хамăр туса илнĕ тĕш-тырă икĕ уйăха çеç çитет. Кунне 32 тонна апат кирлĕ-çке. Хуçалăхсенчен те туянатпăр, ют регионсенчен те илсе килетпĕр. Пирĕн апат саппасĕ хальхи вăхăтра тата икĕ уйăх пурăнмалăх çитет. Эпир мĕнле ĕçленинчен килет-çке тухăç.

 

- Предприятире ĕçлекенсене услови туса парасси те тĕп вырăнта тăнине хамăр курса ĕнентĕмĕр: столовăйĕнче апатланнăшăн пурĕ те 20-25 тенкĕ çеç тÿлеççĕ, ветерансем пирки те манмастăр. Тата мĕн хушса каланă пулăттăр çакăн çумне?

 

- Фабрикăра 160 çын вăй хурать. Беларуçре, Тутарстанра çакăн пек предприятире пурĕ те 30-35 çын ĕçлет. Эпир те çав хăватпа ĕçлеме пултаратпăр, анчах та халăха ĕçсĕр хăварнине пысăк преступленипе танлаштарнă пулăттăм. Самай çулланнă çынсем тивĕçлĕ канăва çакăнтанах кайччăр тетпĕр.

Хăй вăхăтĕнче фабрика çумĕнче поселок ÿссе ларнă, ăна предприятин укçи-тенкипе çĕкленĕ. Пирĕн патăмăрта унта пурăнакансенчен çурри вăй хурать. Юлашки çулсенче эпир çав çуртсене вĕсене питĕ йÿнĕ хакпа - 10-13 пин тенкĕпе - сутрăмăр.

Предприятире ĕçлекенсем валли тата ытти çăмăллăх пур. Директор фондĕнчен пулăшасси, халăхăн канăвне кăсăклă тăвасси çирĕп пурнăçланса пырать. Унсăр пуçне уйăхра 60 çăмарта тÿлевсĕр паратпăр.

 

- Николай Григорьевич, халăхра çÿрекен сас-хура патне таврăнар-ха. Чăнласах сутаççĕ-и вара предприятие?

 

- Ăна республикăн приватизаци планĕпе килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ. Çак пулăм кăçалхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртмелле. Коллективпа йĕркеллĕ ĕçлерĕмĕр, уншăн пысăк тав ăна.

Халăхăн пăлханма кирлĕ мар. Мĕн пурри вырăнтах юлать.

Эпĕ сутакан та, туянакан та мар. Çĕнĕ хуçа, тен, мана хам вырăнтах ĕçлеме хăварĕ? Пĕтĕмпех унран килет. Ĕçлес кăмăл пысăк. Çакăн пирки ĕмĕтленетĕп тата шухăшлатăп: çĕнĕ хуçа чăннипех хуçалăх çынни пултăрччĕ. Вара палăртнă тĕллевсем, çав шутран кăçал 71-75 млн çăмарта илесси те, чăрмавсăрах пурнăçа кĕрĕччĕç.

 

 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
 
 
 
Яндекс.Метрика
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика