МБУ «ЦКС» Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » "Кĕр уявĕ- Чăваш уявĕ"

3 ноября 2015 г.

Октябрeн 30- мeшeнче, Çÿлтикассинчи пeтeмeшле вaтам пeлÿ паракан шкулта «Кeр уявe- Чaваш уявe» ятпа кeр уявe иртрe. Чaваш уявне, чaвашла тумланнa ачасемпе амaшeсем ытарайми илемлетрeç. Уява чaваш йaлипе туса ирттерме, ЧНК пайташe Эдуард Бахмисовпа учительсен, ачасемпе ашшe-амaшeсен нумай вaй хума тивнe. Эдуард Бахмисов уяв иртекен анлa коридорaн 2 енeпе ЧНК-ан «Чaваш тумe» ятлa куçса çÿрекен куравне йeркеленe. Шкулти 2 кабинетра: «Тeрлe ереш»- ачасен тата ашшe-амaшeсен ал eçeсем тата «Чaваш апачe»- 1-11- мeш класссен апат-çимeç сeтелeсен куравeсене уçнa. Уявра куракансем те питe йышлa пулчeç. Кeр уявне, 11-мeш класра вeренекен Никита Макаровпа Марина Николаева ертсе пычeç. Уява пeтeмпе 82 ача хутшaнчe. Хaнасене çaкaр тaварпа кeтсе илчeç. Сумлa хaнасен шутeнче: Вaрман-Çeктер ял тaрaхeн пуçлaхeн тивeçeсене вaхaтлaха пурнaçлакан Александр Кудряшов, ЧНК президиумeн членe тата ЧР тава тивeçлe вeрентÿçи Геронтий Никифоров, ЧНК пайташe Эдуард Бахмисов, вeрентÿ институчeн доченчe Юрий Виноградов, ЧР «Сувар» фончeн ертÿçи Владимир Тяпкин, Чaваш таврапeлÿçисен пeрлeхeн председателe Сергей Сорокин, Виталий Станъял профессор, ял тaрaхeнчи ветерансен Канашeн ертÿçи Мария Изванова пулчeç. Ачасем, уява кeçeннисенчен пуçласа аслисем таранах, чaваш арчисем пухса хатeрленe. Тeрeссипе: 1 çÿпçепе 3 арча пулчeç уявра. Арчасенче: чaваш тeрри, хушпу, кeнекесем, ÿкерчeксем тата вeрентÿпе спортра çитeнÿ тунa ачасен тав хучeсемпе медалeсем упранаççe. Чи малтанах, шкул çумeнчи Кристина Семенова воспитательница ертсе пыракан садикри ачасен çÿпçине уçрeç. Çÿпçе çинче, çÿлте чaваш тумeллe пeчeк пукане ларать. Чи пeчeк артистсем тeрлe инструментсемпе чaваш кeвви каларeç. 2-мeш арча вара 1-4-мeш классен пуянлaхe. Вeсем вaйa картине тухрeç. Куракансем умeнче: мaйaр, тутaр пaрахни, çeрe вaйисене выляса кaтартрeç, ташларeç. Геронтий Никифоров: «Сирeн вeрентекенeр, ертÿçe Татьяна Михайловна шкулти тeрeслев витeр тухрe»,-тесе aна кeр уявне йeркелесе ирттернeшeн ЧНК президенчe Николай Угаслов ячeпе салам хучeпе чысларe. Çавaн пекех салам хучeсене: чaваш чeлхине вeрентекен Тамара Кузьмина, музыка вeрентекен Лилия Ярославцева, библиотекарь Светлана Молаева та тивeçрeç. Унта Наташа Ильина, Раиса Разумова тата Наталья Артемьева тaрaшаççe. Ача-пaча ташa ушкaнe «Калинушка» та уява хутшанче. Малалла уява Шупашкартан килнe, эстрада çaлтaрeсен «Асамат» ушкaнeн концерчe тaсрe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Администрация Главы Чувашской Республики

\\www.cap.ru\93$\  

Охрана труда в Чувашской Республике

Официальный сайт Правительства РФ   Официальный сайт Правительства РФ Сайт Президента РФ Полномочный представитель Президента РФ

Национальное радио Чувашии

СМИ Чувашии

Интернет-вещание Чувашской Республики

РИА Новости Приволжье

 

 
 

 Чат «Город над Волгой»

Культурный провайдер Чувашии  
 

www.yandex.ru
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика