Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Фотоархив » СУРХУРИ! СУРХУРИ! КИЛСЕ ÇИТРĔ СУРХУРИ!

21 января 2019 г.

Сурхури - хeллехи чи паллa та хаваслa уявсенчен пeри. Вaл кaрлач уйaхeн 7- мeшeнчен пуçласа 19-мeшчен пырать.  Сурхурине тырa-пулa aнса пултaр, выльaх-чeрлeх  eрчетeр, хуçалaхра eçсем кал-кал пыччaр тесе ирттернe. Паян-ыран сурхури тенe чухне ача-пaча, яш-кeрeм сaвa-такмак каласа килeрен киле çÿренe. Сурхури ирттерме хатeр-хeтeр, eçме-çиме, салат-хaмла, кeрпе-çaнaх пуçтарнa. Вeсене пурне те уяв ирттерме палaртнa киле кайса панa.  

  Атьaр тухaр, ачасем.

  Урам тaрaх кайaпaр.

  Килeрен киле çÿрeпeр,

  Кукaль-çимeç пухaпaр,

  Сурхури тeк Сурхури,

  Чаплa пултaр Сурхури! – юрланa сурхури ачисем.

    Сурхури каçeсенчен пуçласа  Кaшарниччен юмaç янa, çeнe çулта мeн пулассине пeлме тaрaшнa. Çулталaка мeнле пурaнса ирттересси хeрсемпе каччaсене питe кaсaклантарнa. Хeр çав çул качча тухать-и, кайсан-açта? Çывaх-и, яла-и? Мaшaрe мeнле пулать? Каччa вара ку çул çемье çавaрать-и? Хeрe мeн ятлa пулать? Кeрлесе кaна тaнa eлeк чaваш ялeсенче çамрaксен уявe.

   Хальхи çамрaксене те çак  уявпа паллаштарас, чaваш культурин пуянлaхне кaтартас, aна упрама, наци тивeçне хаклама вeрентес тeллевпе Аслa Таяпари тeп шкулта  вeренекенсем, чaваш чeлхипе литературине вeрентекен Г.И.Малова ертсе пынипе,   Сурхури уявне сцена çинче лартса пачeç. Куракансем Сурхури йaлин сaвви-такмакeпе, кулaш хавасeпе киленчeç.

  Çапла, çак хаваслa уявпа уçaлчe Аслa Таяпа шкулeнче  Театр çулталaкe.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика