19 декабря 2013 г.
Турхан ял тaрaхне мeн çaмaлпа килнине пeлсе администраци çыннисемпе вырaнти депутатсем, уйрaм хастарсем çавра сeтел тавра пуçтарaнсан та т?рех калаçaва кeрсе каяймарaмaр.
_ Мeн ыррине, мeн пахине каламалла? Ку чухне ял пурнaçe пур çeрте те пeрешкел-тeр: хальлeхе тытaнкаласа тaракан хуçалaхeсем те çулсерен йaшаççe, унччен пире çaкaр çитернe çeр лаптaкeсем хыт хура уйне çаврaнни те пaшaрхантарать, вaйпиттти халaх вара eçсeр çапкаланса ç?ресрен юта укçа тума ç?рет. Унсaрaн кил-çурта та çeнетеймeн, ача-пaчана та кирлe пeл? параймaн. Мал eмeтпе малалла aнтaлма çaмaл мар пулин те тапаланатпaр, пурнaçа сыпaнтарса пымалли меслетсене шыратпaр. Пирeн патaмaрта çеç мар, чылай çeрте паян çакнашкал лару-тaру eнтe,_ пeр шухaш патне тухрeç калаçaва хутшaнакансем.
_ Ялта культурaллa мероприяти ирттерме те çaмaлах мар. Ташa каçeсенче те шкул ачисем çеç, тепeр чухне хуларан студентсем килеççe-ха _ хушса хучe Г. Куприянов культура eçченe.
Ял хастарeсен пaшaрханaвeпе килeшмесeр тaраймaн. Çапах та пурнaç пaрнaçeсене пaхмасaр пуçа усмасaр ç?ремех тивет. Тeрeссипе, Турхансем те çаплах тaваççe-ха. Майeпен пулсан та ял сaн-сaпачe те çeнелет, урамeсем те тикeсленеççe, çeнe aру та хушaнать... Ял тaрaхe çулсеренех тeрлeрен программaна пая кeме тaрaшни те паха. Вырaнти влаç органeнче вaтaр çула яхaн тaрaшакан В. Антонова специалист халaхпа саманан тeрлe тапхaрeнче eçленe. "Пуриншeн те уйaхпа хeвел пулаймaн, çапах та яланах ял çынни паян eнерхинчен лайaхрах та хaтлaрах пурaнтaр тесе тaрaшнa", _ тет вaл. Малалла Вера Алексеевна ял тaрaхeнче тeрлeрен программaпа çaмaллатнa субсиди илнe, пурaнмалли çурт-йeрне лайaхлатнa çемьесемпе паллаштарчe. 2006 çултанпа 41 çемье тeрлeрен çaмaллaхпа усa курнa. Кaçал çеç нумай ачаллa икe çемье валли пысaк та хaтлa çурт хатeрлесе çитернe. Çывaх вaхaтра вeсем унта пурaнма куçмалла. Черетре тaракансем те сахалaнах мар: тепeр 15 çемье.
Пурaнакан урамсемпе тaкaрлaксене кирлe пек пaхса тaрасси, хeллехи вaхaтра вeсене юртан тасатасси _ вырaнти влаçaн чи пирвайхи тивeçe темелле. Паян вaл халaх умeнче "экзамен" тытмалли чи курaмлa eç . Тeпрен илсен, ял тaрaхeнче çак ыйту тaтaшах кун йeркинче. Кaçал вeсем Тури Тaрмaшра, Упамсара пeрер урама якатса тирпейленe, вак чул сарса тикeсленe. Çeнe çулта та çeнетмелли урамсем пур. Юлашки çулсенче хeл сивe çеç мар, нумай юрлa та пулчe. Урамсене вaхaтра юртан уçса тaрассипе ял тaрaхeнче проблема çук. С. Манзуркин депутат çак тивeçе темиçе çул eнтe хaй çине илнe. Турхан ял тaрaхeсeр пуçне таврари ытти ялсене те çак çaмaллaхпа тивeçтерсе тaрать.
_ Ял малалла та пурaнтaр, аталантaр тесе уйрaм хастарсем пысaк пулaшу параççe. Сaмахран, Тури Тaрмaш ялeнче хура кeркунне те урамсенче çап-çутa. Е. Сергеева депутат тaрaшнипе тата йeркелесе тaнипе кунти çутaсене халaх хaй вaйeпе тытса тaрать тесен те йaнaш пулмe. Лампа çунса кайсан та никамран та пулaшу ыйтмаççe, тытаççe те улaштараççe.
Ку тeлeшпе Турханти В. Косойкин депутат та _ пысaк пуçаруça. Тeрлe eçре пиçeхнe ял хастарe халaха пaшaрхантаракан чылай ыйтaва татса пама пулaшать. Çавaн пек маттурсем пулнипех ял тaрaхeнчи кулленхи ыйтусене татса пама та çaмaлтарах, _ кaмaллaн калаçать ял тaрaх пуçлaхeн çумe И. Данилов.
Сaмах май каласан, Иван Васильевич хaй те вaтaр çул хушшинче вырaнти влаç eçeшeн пысaк ят-сум çeнсе илнe. Темиçе çул каялла вaл республикaра та "Чи лайaх муниципаллa служащи" ята тивeçнe.