Тобурдановский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Главное » Ӗҫ ветеранӗ 90 ҫул тултарчӗ

05:53 12 ноября 2023 г.

Яманкассинче пурӑнакан ӗҫ ветеранӗ Гроня Алексеевна Галкина ноябрӗн 9-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ. 

Ачисем, тӑван-пӗтенӗ Гроня Алексеевнӑна саламлама шӑматкун, ноябрӗн 11-мӗшӗнче, кӗрекене пуҫтарӑнчӗ. Сумлӑ юбилей ячӗпе саламлакансем йышлӑ пулчӗҫ. Канаш муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗн Сергей Михайловӑн, Сиккасси ял территори пайӗн начальникӗн Андрей Михайловӑн ӑшӑ саламӗсемпе парнисене юбиляр патне ҫитертӗмӗр. Сиккасси культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем илемлӗ юрӑсем юрласа хӑнасене савӑнтарчӗҫ.

Гроня Алексеевна "вӑрҫӑ ачисен" йышӗнчен. Ашшӗне репрессиленӗ. Ҫавӑнпах мӗн пӗчӗкрен йывӑр ӗҫе кӳлӗннӗ. Амӑшӗн тӗревӗ, йапӑнӑҫ кӳрекенӗ те вӑлах пулнӑ

Груня аппа мӑшӑрӗпе ҫичӗ ачана ҫутӑ кун пилленӗ. Анчах мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫав тери кӗске килсе тухнӑ. Николай Григорьевич пурнӑҫран питӗ ир уйрӑлса кайнӑ. Темле йывӑр пулсан та хӗрарӑм пуҫ усман, ачисене пӗчченех пӑхса ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ҫирӗп тӑратнӑ. Вӗсем пурте пултаруллӑ, ҫав тери ӗҫчен, вашават. Кашниех ҫирӗп хуҫалӑх тытать. Хӗрӗсем Галина, Людмила, Светлана ҫемйисемпе юратнӑ амӑшӗ патне тӑтӑшах килсе ҫуреҫҫӗ. Груня аппа ывӑлӗн Александрӑн ҫемйипе пурӑнать. Кинӗ Зинаида уншӑн хӗрӗ вырӑннех. Шел, тепӗр икӗ ывӑлӗн Петрпа  Валерин шӑписем сарӑмсӑр килсе тухнӑ.

Гроня Алексеевна пӗтӗм йывӑрлӑха ҫирӗппӗн тӳссе ирттернӗ. 90 ҫулта пулин те тӑнӗ ҫивӗч, иртнисене йӑлтах астӑвать, пурне те паллать. "Куҫ курмасан та ҫынна сассинчен уйӑратӑп", - тет. Йышлӑ мӑнукӗ те асламӑшӗ-кукамӑшӗ ҫумӗнче тӑтӑшах. Вӗсем те шутсӑр маттур, ӗҫчен, ларма-тӑма пӗлмен ҫамрӑксем. Пӗри-тепринчен маттур. Мӗн калӑн, чӑннипех те лайӑх, хисеплӗ Галкинсен йӑхӗ. Ҫак пархатарсен никӗсӗ вара - Гроня Алексеевна.

Груня аппа, тата нумай ҫул пурӑн эсӗ, 95 ҫула та , 100 ҫула та ҫит. Сывлӑх пултӑр санӑн! 

 

Тобурдановский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии 

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429322, Чувашская Республика, Канашский район, с. Тобурданово, ул. Пушкина, д. 56
Телефон: 8(83533) 61-3-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика