Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аслă Ҫĕрпӳел ял тăрăхĕнче вăрăм ĕмĕрлĕ ватăсене ҫавра ҫулĕсемпе саламларĕҫ

09:48 21 апреля 2024 г.

Аслă Çĕрпÿел  ялĕнче пурăнакан Сапожникова Анастасия Максимовна ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ.

Няна аппа (ялта çапла чĕнеççĕ)   Хирти Шăхасан ялĕнче суралса ÿснĕ. Аслă вăрçăн хаяр çулĕсенче аслисемпе тан ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хирте тăрăшнă, вăрманне те пайтах каснă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче те çамрăк хĕр тăван ялти юхăннă хуçалăха ура çине тăратассишĕн пайтах тăрăшнă, фермăра сурăхсем пăхнă.           

1957 çулта  Аслă Çĕрпÿел каччипе Сапожников Порфирий Алексеевичпа çемье çавăрса  виçĕ ывăлпа тăватă хĕр пăхса ÿстернĕ.

Порфирий Алексеевич тăван хуçалăхра ĕмĕр тăршшĕпех механизаторта ĕçленĕ, таврари ăста комбайнер пулнă, хастар ĕҫĕпе районта кăна мар, республикăра та малтисен ретĕнче пулнă.

Ĕçри хастарлăхшăн ăна Октябрьти Революци тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем парса чысланă.

Няня   аппа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра пахча-çимĕç бригадинче тăрăшнă, кулленхи ĕçре ырă ята тивĕçнĕ. Ĕçри ăна медальсем, Хисеп хучĕсем  парса чыс тунă, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн Анастасия Максимовнăна 1946 çулта медаль парса чысланă, юбилей медалĕсем те чылай унăн.   

Паянхи кун ветеран  хĕрĕн çемьипе пурăнать. Ăшпиллĕ те тарават кукамай-асаннене 6 мăнук тата вĕсен 12 ачи куç тулли савăнтараççĕ.

«Ачалăхăм вăрçăн йывăр çулĕсенче иртрĕ, тăраниччен çисе кураймарăмăр. Çăва тухсан вĕлтĕрен яшки нумай çинĕ, çавăнпа нумай пурăнтăм пуль», - куççулпе аса илет иртнĕ йывăр вăхăта ветеран, -хăлхам илтет, куçăм курать, пурăнасчĕ-ха».

Ҫак кунах тепĕр хисеплĕ ĕҫ ветеранĕ 90 ҫул тултарчĕ. Ку вăл Малинин Алексей Дмитриевич, Аслă Ҫĕрпӳел ялĕнче кун ҫути курнă. Шкулта 7 класс кăна вĕренме май килнĕ.  Хаяр вăрҫăн йывăр ҫулĕсенчи нушаллă пурнăҫа  паян кун та манаймасть вăрҫă ачи.

Ҫитĕнсе ҫитсен ял хĕрĕпе Анфисăпа ҫемье ҫавăрнă. Ҫамрăк мăшăр уйрăлса тухса  ҫурт-йĕр ҫавăрнă, икĕ ывăлпа пĕр хĕр ҫуратса ӳстернĕ, вĕсене вĕрентсе кăларса пурнăҫ ҫулĕ ҫине кăларнă. Алексей тетепе Анфиса аппан ачисем пурте, кинĕсем те хăйсен пурнăҫне сывлăха сыхлас ĕҫпе ҫыхăнтарнă. Мăнукĕсем те ашшĕ-амăшĕсен  пархатарлă ĕҫне малалла тăсаҫҫĕ.

Алексей Дмитриевич мĕн тивĕҫлĕ канăва тухичченех «Красный Октябрь» колхозра токарь пулса ĕҫленĕ, хăĕн ăсталăхĕпе медальсемпе Хисеп хучĕсем илме тивĕҫ пулнă.

Хисеплĕ ватăсене  Аслă  Çĕрпÿел территори уйрăмĕн ертӳҫи Александр Орешкин, Комсомольски округĕн депутачĕ Александр Тихонов ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, канлĕ ватлăх сунчĕç парнесемпе чысларĕç. Александр Васильевич Анастасия Максимовнăна  Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламне илсе ҫитерчĕ.

Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика