Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан ĕҫ ветеранĕ Автономов Петр Леонтьевич 90 ҫул тултарчĕ.

14:09 25 марта 2024 г.

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хирти Шăхасанта пурăнакан хисеплĕ ватă Автономов Петр Леонтьевич 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Вăл 1934-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 23–мĕшĕнче Хирти Шăхасан ялĕнче кун çути курнă. Унăн ачалăхĕ вăрçăн йывăр ҫулĕсенче иртнĕ. 1941–мĕш çулта çамрăк ача шкулта вĕренме пуçланă. Пурĕ Петр Леонтьевич 7 класс пĕтернĕ. Хастар та маттур каччă шкултан вĕренсе тухсан колхозра тăрăшса ĕçлеме тытăнать.  1953-1956-мĕш çулсенче вăл салтак тивĕçне пурнăçлать, унтан водитель профессине алла илет.
         Петр Леонтьевич 45 çул ытла «Красный Октябрь» колхозра водительте тăрăшнă. Ĕçри çитĕнýсемшĕн вăл грамотăсем тата медальсем илме тивĕç пулнă.
1960 çулхи нарăс уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Петр Леонтьевичпа Клавдия Николаевна пĕрлешни çинчен хут уйăрттарнă.
         Килĕшӳллĕ мăшăр виçĕ ывăлпа икĕ хĕр пăхса ӳстерсе вĕрентсе кăларнă. Пурте çемьеллĕ, тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ.  Паянхи кун вĕсене тăхăр мăнук тата  мăнукĕсен ачисем вунвиҫҫĕн куҫ тулли савăнтараççĕ.
       Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2014 çулхи июлĕн 4–мĕш Указĕпе çемье институтне çирĕплетес тĕлĕшĕпе тунă пысăк çитĕӳнсемшĕн Петр Леонтьевичпа Клавдия Николаевнăна «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысланă.
       Вĕсем ял çинче хисеплĕ, çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ çемье пулса тăраҫҫĕ.

  Хисеплĕ юбиляра  Аслă Çĕрпӳел территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Орешкин, Комсомльски округ Пухăвĕн депутачĕ Александр Тихонов саламларĕҫ, парнесем парса чысларĕҫ, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, канлĕ ватлăх сунчĕҫ.Каçал тăрăхĕ 85-çул тултарнă ятпа медаль парса чысларĕç ватăна.  Вырăнти культура ĕçченĕсем, ҫывăх тăванĕсем юбиляра саламласа  хаваслă юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç.

Уяв вĕçĕнче Петр Леонтьевич  хăйне çакăн пек хисеп тунăшăн пурне те тав туса сывлăх сунчĕ.

Новочелны-Сюрбеевский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429148, Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Новочелны-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1б
Телефон: 8(83539) 43-2-42
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика