Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аса – илӱ каҫӗ «Паттӑр çӗр ӗçченӗ - Евлалия Ивановна Васильева»

13:03 30 мая 2023 г.

Елчӗк муниципаллӑ округне кӗрекен Аслӑ Пӑла Тимеш территори пайӗ пултаруллӑ та тава тивӗçлӗ çынсемпе палӑрса тӑрать. Ҫакна 2022 çулта ялта пирӗн тӑрӑхри Геройсен аллейине уçни те çирӗплетсе парать. Районти тӑхӑр Ӗç Геройӗнчен саккӑрӗшӗ пирӗн тӑрӑхра çуралнӑ тата кунта ӗçленӗ.

     Акӑ, çу уйӑⅹӗн 29-мӗшӗнче, Аслӑ Пӑла Тимешӗнчи вулавӑшра  пирӗн тӑрӑхра ӗҫленӗ Социализмла Ӗç Геройӗ Васильева Евлалия Ивановна çуралнӑранпа 100 çул çитнине халалласа вулакансемпе тӗлпулу  иртрӗ. Мероприятине Аслӑ Пӑла Тимеш территори пайӗн тивӗçӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑçлакан О. Тихонова, ООО «Победа» ертӯҫи Н. Головин, ялти ветерансен Совечӗн ертӯҫи З. Портнова, ӗҫ паттӑрӗпе пӗрле ӗҫлеме тӱр килнӗ сумлӑ ватӑсем тата  ӗҫ ветеранӗсем,  вулакансем хутшӑнчӗҫ.

     Тӗлпулӑва  вулавӑш ертӱҫи Надежда Викторова  уҫрӗ, вӑл «Паттӑр ӗҫпе чапа тухнӑ хӗрарӑм» куравпа паллаштарчӗ, ун  хыҫҫӑн  Евлалия Ивановна ӗҫӗ хӗлӗ çинчен культура ӗçченӗ М. Мулгачева каласа  кӑтартрӗ. Васильева Евлалия Ивановна 1923 çулхи çурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче  Хусан кӗпӗрнине кӗрекен  Шупашкар уесӗнчи Ларготы (Улӑⅹ) ялӗнче вӗрентекенсен çемйинче çуралнӑ. Ҫак ял 60-мӗш ҫулсенче Муркаш районӗнчи Юнга  (Юнкӑ) ялӗпе пӗрлешнӗ. Васильева Е.И. 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вилнӗ, Шупашкарта пытарнӑ.

      1945 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн СССР Патшалӑх планӗн Чӑваш АССРӗнчи уйрӑмӗнче, ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи «Путь Ленина»  вӑрлӑх туса илекен колхозра агрономра ӗҫленӗ. 1950-1963 ҫулсенче – Елчӗк районӗнчи Ворошилов ячӗллӗ, кайран  «Победа» колхозӑн тӗп агрономӗнче ӗҫленӗ. Ҫак колхозра  ӗҫленӗ тапхӑрта  ҫӗр ӗҫ культурине ҫӗклес тата ялхуҫалӑх культурисен тухӑҫлӑхне ӱстерес, наукӑра  малта пыракансен опычӗпе    çитӗнӗвӗсене ӗçе кӗртес тӗлӗшпе тимленӗ. Вӑл ертсе пынипе колхозра пусӑ çаврӑнӑшӗн чи кирлӗ условийӗсене туса хатӗрленӗ.  Унсӑр пуçне удобренисемпе  ӑнӑçлӑ усӑ курнӑ, вӑрлӑхлӑх хатӗрлес   ӗçе йӗркелесе янӑ. 

    Ҫавна пула колхозра ял хуçалӑх культурисене туса илесси çултан çул ӱссе пынӑ. Ⅹуçалӑⅹ хӑйӗн çитӗнӗвӗсемпе çуллен Пӗтӗм союзри ял ⅹуçалӑх куравӗнче паллаштарнӑ, малти вырӑнсене йышӑннӑ.

     Васильева Е.И. 1963-1978 çулсенче Чӑваш АССР ялхуçалӑх министерствинче министрӑн пӗрремӗш çумӗ, министр çумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Тивӗçлӗ канӑва туⅹнӑ хыççӑн 1988 çулччен Чӑваш АССРӗн Госагропром тытӑмӗнче вӑй хунӑ.

     Евлалия Ивановна обществӑлла ӗçре те палӑрнӑ. Вӑл КПСС Чӑваш обкомӗн членӗ, ССР Союзӗн 6 –мӗш созыври Верховный Совечӗн депутачӗ пулнӑ.

    Ӑна Ленин тата  Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗсемпе,   медальсемпе  наградӑланӑ.  Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ агрономӗ (1956), РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ (1958) ятсене тивӗҫнӗ. 1960 çулта ӗçре пысӑк çитӗнӱсем тунӑшӑн, обществӑлла ӗçе хастар хутшӑннӑшӑн Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне панӑ. Унӑн хушаматне  Республикӑри ял хуҫалӑх аталанӑвӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн 1967 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш АССР Паттӑрлӑхпа Ӗҫ Мухтавӗн Хисеплӗ Кӗнекине ҫырса хунӑ.

    «Евлалия Ивановна ҫинчен чарӑнса тӑриччен ун умӗн ӗҫленӗ ҫынсем ҫинчен асӑнса хӑварни те вырӑнлӑ.  Колхозсем йӗркеленнӗ хыҫҫӑн малтанласа хресченсен пӗлӗвӗ ҫитменнипе тыр-пул туса илесси йывӑрпа пулса пынӑ. Ҫакна шута илсе Ворошилов ячӗллӗ колхозра агротехник штатне уçнӑ  хыççӑн çак ӗçре 1896 мӗш çулхи Баринов Павел Васильевич тӑрӑшнӑ.  Вӑл 1942 çулта Аттелӗх Аслӑ вӑрçине кайнӑ хыççӑн  1886- мӗш çулхи Лесников Лаврентий Никифорович  агротехник тата председатель çумӗн тивӗçӗсене пурнӑçланӑ», -тесе палӑртрӗ Педагогика ӗçӗн ветеранӗ В. Плотников.

  «1945-мӗш çулта  пирӗн Ворошилов ячӗллӗ хуçалӑха шӑпа Аттелӗх Аслӑ вӑрçинчен демобилизацци йӗркипе таврӑннӑ Никитин Николай Никитич аслӑ пӗлӱллӗ агронома кӱрсе килнӗ. Вӑл 1889 çулхи çу уйӑхӗн 5- че  Шупашкар уесӗнчи  Можары ялӗнче (халӗ Куславкка районӗ) çуралнӑ. Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарине, Хусанти учительсем хатӗрлекен института, РККА Генштабӗн çар академине, Тимирязев ячӗллӗ ялхуçалӑх академине пӗтернӗ. Ӑна Тутар, Чӑваш республикисенче  тӗрлӗ вырӑнсенче ӗҫлеме тӱр килнӗ. Пӗр вӑхӑт Мускаври аслӑ çар шкулӗнче те вӗрентнӗ. Агроном дипломне илнӗ хыççӑн тӑван ене таврӑннӑ. Чӑваш ялхуçалӑх институтне йӗркелесе яракансенчен пӗри, пӗрремӗш директорӗ (1931-1932 çç) пулнӑ. 1945-1950-мӗш çулсенче Ворошилов ячӗллӗ колхозра агрономра ӗçленӗ.  1948 –мӗш çулхине тухӑçлӑ тыр-пул туса илнӗшӗн  Ленин орденӗ парса чысланӑ. Чӑваш АССР тава тивӗçлӗ агрономӗ (1956).  Ӑна Ленин тата   Ӗҫлӗх Хӗрлӗ ялав орденӗсемпе наградӑланӑ.

Акӑ мӗн ҫырнӑ Евлалия Васильева ун ҫинчен : «Пысӑк квалификациллӗ, ҫемҫе кӑмӑллӑ,  анчах ҫине тӑракан Николай Никитич хуҫалӑхри ҫӗрӗҫ культурине ӱстерес тӗлӗшпе  нумай ӗç тунӑ. Колхозӑн пӗрремӗш  агрономӗ курӑк акмалли пусӑ çаврӑнӑшне, тӗрлӗ çӗнӗ йышши ялхуçалӑх техникине ӗçе кӗртнӗ. Бригадирсемпе колхозниксене минераллӑ  удобренисемпе паллаштарнӑ, вӗсемпе усӑ курма вӗрентнӗ», - аса илчӗ таврапӗлӱçӗ  И. Трофимов.                                                                                      

      «Вӑл вӑхӑтра Победа" колхоз миллионер пулнӑ.   Фермӑсенче кашни ӗнерен 4 пин литр сӗт сунӑ, сӑвакан кӗтӱре 1100 пуç ӗне пулнӑ, 8 пин пуç сысна тытнӑ, 300 гектар çинче пысӑк тупӑш кӱрекен кантӑр çитӗнтернӗ. Пахча çимӗçпе сад ӗрчетес ӗç ӑнса пынӑ, тӗш-тырӑ, çӗрулми туса илессипе те ӑнӑçлӑ ӗçленӗ», - тесе палӑртрӗç курава хутшӑннӑ ветерансем.

     Евлалия Ивановна  ӗçлес пултаруллӑхӗ пысӑк пулнипе, ӗçре çирӗп ыйтнипе,  професси енчен пысӑк тавракурӑмлӑ пулнипе палӑрса тӑнине асӑнса хӑварчӗç вӑл вӑхӑтра ӗçленӗ сумлӑ ветерансем.

  Тӗлпулӑва хутшӑнакансем    «Манӑн пӗтӗм пурнӑҫ –ӗҫре» презентаципе паллашрӗç.

 

Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика