16:19 21 апреля 2023 г.
Мăнкун эрнинче, ҫак уява халалласа, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Тури Юнтапа клубне Чакаҫри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи "Ҫӑлкуҫ" пултарулӑх ушкӑнĕ концертпа савӑнтарма ҫитрӗ. Концерта халӑх йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Чакаҫсен концерт репертуарӗнче халӑх хушшинче анлӑн сарӑлнӑ тӑванлӑх, юрату юррисем, чӑваш тата вырăс юрри-ташшисем пулчӗç. Куракансем артистсене тӑвӑллӑн алă ҫупса йышӑнчӗҫ, илемлӗ чӑваш тумӗсем курса савӑнчӗҫ, чӑваш юррисене чуна тыткăнлакан уҫă сасăсемпе илемлӗ шӑрантарнӑшӑн чечексем парнелесе тав турӗҫ.
Савăнăҫлă концерт артистсемпе куракансем пĕрле чăваш ташши ташланипе вĕҫленчĕ.
Чагасьский территориальный отдел