Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Регионсем шайĕнчи «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма - 2023» конкурсăн зонăсенчи пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ.

14:27 16 марта 2023 г.

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Йĕпреç муниципалитет округĕнчи Пучинке ялĕн культура çуртĕнче «Чǎваш наци конгресĕ» çумĕнчи «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе кǎçалхипе пиллĕкмĕш хут регионсем шайĕнче «Хĕрарǎм, сан умǎнта таятǎп пуçǎма - 2023» конкурсăн зонăсенчи пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ.

Конкурс Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, «Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» организаци пулǎшнипе иртет. Ун тĕллевĕ – ялти чăваш хĕрарăмĕн обществăри хастарлăхне ÿстересси, Раҫҫей Федерацийĕн, уйрăмăн Чăваш Республикин аталанăвĕнчи, наукăпа культурăри, демографинчи, сывлăх сыхлавĕн тата ачасене воспитани парассинчи тÿпине уçăмлăн кăтартасси. Çемьери хутшǎнусене çирĕплетме витĕм кӳресси, ял хĕрарăмĕсен пултаруллăхĕ урлă çемье пĕлтерĕшне тата халǎхǎмǎр йăли-йĕркипе кăсăкланассине ÿстересси.

Ăмăртăва кăçал Раççей Федерацийĕн вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне, Чăваш Республикин Телейлĕ ачалăх çулталăкне, чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине тата пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне халалланă.
Пучинкере Шăмăршă, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Йĕпреç муниципалитет округĕсенчи чи хастар та пултаруллă хĕрарăмсем хăйсен ăсталăхне кăтартма кăмăл турĕç.
Конкурс пучинкесем „Улах ларнинчен“ пуçланчĕ. Вĕсем хăнасене те улаха чĕнчĕç, курма килекенсене юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Малалла жюри пайташĕсем конкурса хутшăнакансем хатĕрленĕ чăваш апат-çимĕçĕн куравĕпе паллашрĕç, чăваш хĕрарăмĕсем техĕмлĕ апат-çимĕç пĕçерме ăста пулнине палăртрĕç, пысăк хак пачĕç.

Куравпа паллашнǎ хыççǎн, пурте зала кĕрсе вырнаçса ларчĕç. «Эпĕ тата манăн çемье», Хĕрарăм - çемье вучахне упракан» тата пултарулăх конкурсĕ – «Сăпка юрри»сцена çинче иртрĕç.
Конкурса хутшăнакансем хăйсем çинчен каласа пачĕç, чăваш йăли-йĕркипе паллаштарчĕç, сăпка юрри юрларĕç. Хĕрарăмсем хăйсем мĕн тери маттуррине, пултаруллине кăтартса пачĕç. Вĕсене пултарулăх ушкăнĕсем пулăшса пычĕç.

Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕнчен ăмăртăва Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Вадимовна Яруськина хутшăнма кăмăл турĕ, вăл иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ, Пĕтĕм Тĕнчери ял хĕрарǎмĕсен Кунĕ тĕлне иртекен пĕтĕмлетӳ конкурсне хутшǎнма тивĕçлĕ пулчĕ. Конкурса хутшăнакансем пурте парнесемпе чечек çыххисене тивĕçрĕç.

«Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс ялти чǎваш хĕрарǎмĕсем хальхи саманара тǎван халǎхǎмǎрǎн йǎли-йĕркипе илемлĕ те çепĕç чĕлхине упраса хăварассишĕн тăрашнине кăтартрĕ, çемьери хутшǎнусене çирĕп тытса пынине уçса пачĕ.

Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика