Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ксения Сергеева - Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округĕн «Чи, чи хĕр пĕрчи»!

09:28 14 марта 2023 г.

Пуш уйăхĕн 12- мĕшĕнче Сĕнтĕрпуçĕнчи тĕп культура Çуртĕнче чăваш чĕлхине, чăваш халăх историйĕпе интереслентерес тата çамрăк ăрăва халахăмарăн чи илемлĕ, чи паха йĕркисемпе пăхса ӳстерес тесе, вăйă, сăвви-юррисем урлă ачасене илемлĕ сăнарсемпе паллаштарас , хитрене курма вĕрентес тата йăли-йĕркине упрас тĕллевпе Сĕнтĕрвăрри муниципаллă округĕн «Чи, чи хĕр пĕрчи» («Самая драгоценная бусинка») конкурсĕ иртрĕ.
Çак конкурсра  Сĕнтĕрвăрри районĕнчи тĕрлĕ ялсенчен чи чипер хĕр пĕрчисем пулчĕç.  Кăçал унта 11 чипер те сăпайлă та пултаруллă, чăвашла илемлĕ калаçакан, чи илемлĕ хĕр пĕрчисем хутшăнчĕç. Хĕр пĕрчисем хăйсен пултарулăхне конкурс йĕркипе пиллĕк тĕрлĕ тупăшура тупăшрĕç, кашниех хǎйне тивĕçлĕ шайра кǎтартма тǎрǎшрĕç. Конкурсăн кашни тапхăрĕнчех хĕрӳ тупăшу пычĕ.
Кĕтнĕ самант та çитрĕ. Чăваш хĕр пĕрчийĕсем кăмăллă кĕвĕпе тепĕр хут сцена çине тухрĕç. Çав самантра хĕр пĕрчисен кăна мар, куракансен , вĕсен ашшĕ амăшĕсен, ертӳçисен те чĕрисем пĕр хушă тапма чарĕнчĕç-тĕр. Хĕрÿллĕ тупăшура тӳресем баллсене шутласан "Чи, чи хĕр пĕрчи" ята Шуршăл территории пайĕнчи Ксения Сергеева çĕнтерсе илчĕ.
Маттур Ксения! Пултарать! Тата тав сǎмахĕсем калатпǎр :ыр-кằмằллằ, хằйсен нухратне шеллемен культура ĕçченĕсене, чун-чĕререн тав тăватпăр, ăнăçу сунатпăр. !

Шоршелский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429584, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Шоршелы, ул. 30 лет Победы, 18
Телефон: 8(83542) 35237
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика