15:42 26 ноября 2022 г.
Чÿк 26-мĕшĕ – Чăваш тĕррин кунĕ. Çак паллă куна халалласа Çĕнĕ Шелттем ял библиотекинче «Чăваш тĕрри – халăх мерченĕ» ятпа курав йĕркеленĕ.
Куравăн тӗп тӗллевӗ – чăваш халăх йăли-йĕркине, уйрăмах тĕррине, тумтирне упраса хăварасси тата çак ĕçе çитĕнекен ăрăва явăçтарасси. Вулакансем куравпа кăсăкланса паллашнă май, чăваш тĕррин историйĕ, вăрттăнлăхĕсем çинчен калаçу итлерĕç. Курава чăваш тĕрри çинчен каласа паракан кĕнекесем пуянлатаççĕ.
Куравпа чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕччен паллашма пулать.
Шальтямский территориальный отдел