13:19 26 ноября 2022 г.
Чакаçри культура çуртĕнче çĕр çинчи чи хаклă та çывăх çыннăмăрсене – Аннесене сума суса савăнăçлă уяв концерчĕ иртрĕ. Концерта хутшăнакансем мĕнпур аннесене ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.
Концерт программинче юрӑ хыççӑн юрӑ шӑрантарчĕç «Çăлкуç» ушкăн хĕрĕсем, ташă хыççăн ташă парнелерĕç Чакаç вăтам шкулĕнчи вĕренекенсем.
Кашни номере тӑвӑллӑн алӑ çупрĕç куракансем. Вырӑсла та, чӑвашла та юрӑсем чĕрĕ сасӑпа янӑрарĕç уяв программинче. Аннесене Чакаç ял тăрăхĕн специалисчĕ А.В.Максимова саламларĕ, республика шайĕнчи тĕрлĕ конкурссене хутшăнса палăрнисене Хисеп грамотисем парса чысларĕ.
Уяв программине Чăваш тĕрри кунне халалласа «Асанне арчинчен» ятлă чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсен тум куравĕ уйрăмах пуянлатрĕ.
Уявран килелле тулли кӑмӑлпа саланчĕç куракансем.
Чагасьский территориальный отдел