21:14 17 ноября 2022 г.
Мухтавлă ентешĕмĕр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 123 çул çитнине халалласа Ямаш библиотекинче литература тĕпелĕ йĕркелерĕç. Аслисем те, ачасем те мал ĕмĕтлĕ поэтăн кун-çулĕпе, унăн хĕрӳллĕ сăввисемпе паллашма пултарчĕç.
Хăнана Ямаш шкулĕн вĕренекенĕсем те килчĕç. «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» курава тишкернĕ май Çеçпĕл Мишшин ачалăхĕпе кăсăкланчĕç вĕсем. Культура çурчĕн пуçлăхĕ Л. Константинова тата Е. Алексеева библиотекарь поэт амăшĕн – Агафия Николаевнăн аса илĕвĕсене вуласа пачĕç, Çеçпĕлĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне, чăваш халăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнине палăртса хăварчĕç.
Çеçпĕл Мишши – халăхсен туслăхне, кĕрешӳ хăватне, ĕç хавалне мухтакан поэт. Унăн сăввисем паян та уççăн янăраççĕ, чун-чĕрере çĕкленӳллĕ туйăм вăратаççĕ.
Ямашевский территориальный отдел