Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ҫĕр ĕҫченне – чыс та мухтав!

10:28 29 октября 2022 г.

  Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче районти культура ҫуртĕнче ял хуҫалăхĕнче тăрăшакансен уявĕ иртрĕ. Ҫак уявра иртекен курава Ярмушка ял тăрăхĕнче тимлекенсем те хутшăнчĕҫ. Уяв сĕтелне тĕрлĕрен пахча-ҫимĕҫрен хатĕрленĕ чĕрчунсен кĕлеткисем пуянлатрĕҫ, чечек ҫыххисем илемлетрĕҫ. СХПК «Юнтапа» ял хуҫалăх предприятинче ҫитĕнтернĕ тухăҫлă купăста пуҫĕсем курава пынисене тĕлĕнтерчĕҫ. Ҫынсем купăста сорчĕсемпе кăсăкланчĕҫ.

«Мухтанатпăр ентешĕмĕрпе» Улькка Эльмен (Ольга Геннадьевна Куликова) сăнўкерчĕкĕпе биографиллĕ транспарант,

Кушар-Юнтапа ялĕнче ҫуралса ўснĕ Иван Тимофеевич Перепелкин ҫуралнăранпа 95 ҫул ҫитнине халланă табличкăсем тыткăнларĕҫ.

Вăрнар районне йĕркеленĕренпе 95 ҫул ҫитнине халалласа, район картине тĕрленĕ, Пуканкасси ялĕнче пурăнакан Нина Терентьева, Кивҫурт-Мăрат ялĕнчи Роза Алексеева тĕрĕҫĕсене тав хучĕсем  пачĕҫ. Ҫак уявра Ярмушка ял тăрăхĕ  III степенлĕ диплома тивĕҫрĕ.  

Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429217 Чувашская Республика Вурнарский район д.Ермошкино ул. Школьная дом 37
Телефон: 8(83537) 61-6-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика