11:02 29 апреля 2024 г.
Вăрçă! Çак сăмахăн тискерлĕхне вăрçă вутĕнче çунса курнисем кăна аван пĕлеççĕ.. Чăнах та, йывăр пулĕ çав. Хăв аллунта, умрах санăн чи çывăх юлташ е тăван вилнине курма. 75 çул иртрĕ. 75 çул шыв та юхрĕ, çумăр та çурĕ, анчах шурă çÿçлĕ салтак-ветерансен, çав çулсенче тылра асапланнă асаннесен йывăр хуйхине çуса тасатма пултараймарĕ. Вĕсен чун суранĕ сипленмерĕ.
Вăрçă вутне кĕрсен каялла тухайманнисем çĕнтерÿ çитнине те кураймарĕç. Анчах вĕсем çав кун хăçан та пулин пуласса шанса хăйсен пурнăçĕсене шеллемен. Вăрçăран суранланса килнисем асап витĕр пулин те савăнăç куççулĕпе çăвăнса çĕнтерÿ кунне кĕтсе илнех. Анчах çак çĕнтерÿ мĕн хака ларнине пĕр вĕсем анчах лайăх пĕлнĕ. Вĕсем вăрçă чарăнсан та темиçе çул вăрçăри кунсене манаймасăр асапланнă.
Çĕр-шыва тискер тăшмансенчен сыхлама çулланнă арçынсем анчах мар, вун сакăр çула анчах кайнă çамрăк хĕрсемпе каччăсем те аслă вăрçă хирне тухнă.
Анне пăру каять ют кĕтĕве
Хăваласа яр хамăр кĕтĕве.
Анне хĕрÿ каять çĕр-шыва сыхлама
Пехиллесе яр-ха каялла килме.
Çакăн пек юрласа тăван ял-йышпа, кил–йышпа сывпуллашса тухса кайнă вăрçă хирне хĕр шутне анчах кĕнĕ хĕрсем.Çавăн пек хĕрсенчен пĕри – 1923 çулта Юнкăра çуралса ÿснĕ Степанова Елена Степановна. Вăрçă пуçланнă çул колхозра учётчик-кассир пулса ĕçленĕ. Ачалăхĕ те юрласах иртмен унăн. Питĕ чухăн пурăннă. Колхоза кĕрсен кăна ашшĕ хăйне çын ретне кĕтĕм тесе шутланă. Кĕçĕн хĕрне учётчик-кассира вĕрентсе кăларма пултарнă.
Салтак ячĕ тухнă çĕр хĕре Шупашкарта çыхăну ĕçне йĕркелеме уйăха яхăн вĕрентеççĕ. Алла çурла - çава тытма вĕреннĕ хĕрсене çыхăну йĕркелеме анчах мар, пăшал тытма та хăнăхтараççĕ. Вăрçа каяççĕ – ςке вĕсем. Пĕр-пĕринпе тĕрлĕ районсенчен килнĕ хĕрсем туслашаççĕ. Степанова Е.С. Çĕрпу районĕнчи Кипечкассинчи çутă кун курнă Никитина Василисăпа туслашать. Телее, çапăçма та пĕр çĕрех яраççĕ.
Çар ĕçне кăштах хăнăхтарсан вĕсене вăрçă хирне, хĕвел анăç фронтне, ăсатаççĕ. Унăн çĕр-шыв чĕрине, Мускава, сыхлама тивет. 815мĕш номерлă батарейăна лекет. Взвод командирĕ – Баракула, рота командирĕ – Савченко, батальон командирĕ – Ткаченко пулнă (çулсем чылай иртнине пула ячĕпе ашшe ячĕсене маннă кинеми). Виçĕ хĕрĕн: Никитина Василисăн (Вальăн), Печенова Динăн тата Степанова Еленăн коммутатор Р-20 аппаратпа вăрçă вутне пăхмасăрах çыхăну йĕркелемелле пулнă. Варманти ÿпле вĕсен килĕ те, ĕç вырăнĕ те пулнă.
Батальон малалла куçнăçемĕн çыхăну йĕркелекенсен те малалла куçса пымалла пулнă: Тула, Калуга, Андриаполь, Смоленск. Вĕсем çыхăну мĕнле йĕркеленинчен питĕ нумай килнĕ. Çавна çамрăк хĕрсем лайăх ăнланнă. Нумай каçсене вăрмантах ирттерме тивнĕ. Кашни утăмра вилĕм сыхласа тăнă.
Салтак телеграфĕ - пин-пин куçлă, пин-пин хăлхаллă, çивĕч сисĕм-туйăмлă, пурне те куракан, йăнăшмасăр хак паракан телеграф. Елена Степановна вăрçа кайиччен правленинче ĕçленине шута илсе-ши ăна аэродрома ĕçлеме куçараççĕ. Кунта унăн ĕçĕ тата яваплăрах пулнă. Шифровкăсене йышăнса оперативнăй дежурнăйсене панă. Çак хыапрсене илсен лётчиксене заданисене янă. Кун çутине те вăл кантăкран кăна курнă. Ковалёвский аслă сержантпа ылмашса ĕçленĕ. Ĕç пÿлĕмĕ те, çывăрмалли пÿлĕм те тĕттĕм çĕр пÿрт пулнă. «Пĕррехинче, – аса илет Елена кинемей,- пирĕн аэродром çине питĕ нумай бомбăсем тăкрĕç. Халĕ те куç умĕнчех çав самант. Манпа юнашар утакан çамрăк хĕр (вĕсем вунă хĕр çĕнĕрен килнĕскерсемччĕ) вилчĕ. Хам та хытă хăрарăм».
Яла таврăнсан унăн малтанхи ĕç вырăнĕче тепĕр çын ĕçленĕрен çамрăк хĕр арăм медсестрана вĕренет. Çав ĕçпе пĕр вăхăт ĕçлет. Кайран сысна ферминче нумай çул вăй хурать.
Территориальный отдел "Юнгинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики