21:19 02 октября 2022 г.
Аслă ăру çыннисене халалласа Вăрман Енĕш клубĕнче уяв концерчĕ иртрĕ. «Енĕшсем» фольклор ушкăнĕ пухăннисене илемлĕ юрă-ташăпа, чуна тыткăнлакан кĕвĕ- çемĕпе савăнтарчĕ. Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркисене аса илчĕç ватăсемпе пĕрле, темле йывăр вăхăтра та туслăх, тăванлăх, яваплăх тумхахсене çĕнтерсе малалла аталанма пулăшнине палăртрĕç.Тарават асанне-асаттесемпе ырă кăмăллă кукаçи-кукамайсене, вашават та ĕçчен мучи-кинемейсене сума суса шăранчĕ юрă-сăвă.
Уява килнисене Ямаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Омарова З.А. саламларĕ. Пурнăç çулĕпе малашне те хастаррăн утма ырлăх-сывлăх, вăй-хăват, килĕшӳпе тăнăçлăх сунчĕ.
Ямашевский территориальный отдел