Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 08:30_ Аслă Çĕнтерĕве – 65 çул : Тивěçлě ят

00:00 20 ноября 2009 г.

08:30_ Аслă Çĕнтерĕве – 65 çул : Тивěçлě ят

Ăна аслашшĕн ятне панă. Николай Титов хăйне курман: вăл Тăван çĕр шывăн Аслă вăрçинче 1942 çулта хыпарсăр çухалнă. Ун чухне ун ашшĕ Санюк тете те иккĕри ача çеç пулнă. Мăнукне аслашшĕ çинчен ытларах асламăшĕ каласа панă. Ытлă-çитлĕ пурăнман вĕсем. Çемьене Николай Хрисановичăн "ылтăн" алли çеç выçлăхран çăлнă. Йывăç ăсти балалайка та ăсталанă, ăна аякри ялсенчи пасарсене сутма çỹренĕ. Пĕр вăхăт вăл почтальон пулса ĕçленĕ. Тỹрĕ кăмăллă çынна çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ пулма та шаннă. Вăрçă пуçланнă 2-мĕш кунне вăл ĕçрен кăнтăрлачченех таврăнать: военкоматран повестка килнĕ. Униççе арăмĕ 3 ачапа юлать. Фронтри упăшкинчен вăл 3 çыру çеç илейнĕ. Аслă ывăлĕ, халĕ 70 çултан иртнĕ Петр Николаевич юлашки "виç кĕтеслĕхри" йĕркесене паянхи кунччен ас тăвать: "Виçĕ кун утатпăр ĕнтĕ _ ăçта илсе кайнине те пĕлместпĕр. Выçă. Киле килсе çĕр улми тăраниччен çиесччĕ....". 1942 çулхи çу уйăхĕнче Титовсем фронтран хурлăхă çыру илеççĕ: 32 çулти Николай Хрисанович хыпарсăр çухалнă... Униççе аппа вăрçă пĕтсен те кĕтнĕ мăшăрне. Патшалăх салтак арăмне çемьене ура çине тăратма укçа та пама йышăннă. Анчах пĕрре çеç тытса курнă, тепĕр ик кунтан çав укçана пусĕ таран пуçтарса илнĕ. Ялта усал хыпар сарăлнă-çке: Николай Хрисанович Титов ятсăр-шывсăр мар, тыткăна лекнĕ те çавăнта пуçĕпех çухалнă имĕш. Мĕншĕн вĕсен çемйине çеç çапла айăпланине ăнланайман Титовсем: Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялĕнче вăрçăра хыпарсăр çухалнисем 38-ăн шутланаççĕ! Мунча пек çуртра пурăнакан çемьене кулаксен йышне те кĕртме пăхнă. Çĕпĕре кăларса ярассипе те хăратнă. Ун чухне тăлăх арăма таса ята мĕнле тавăрмаллине вĕрентекен те пулман пуль çав... Тепĕр япала та тĕлĕнтерет: Униççе аппа патне киле килсе хăратакансем, районти тĕрлĕ пайсенче ĕçлекенсем, пĕр ялсемех пулнă-çке! Вĕсем хăйсем те вăрçăра çапăçнă. Ывăлĕсен ачисем çуралсан та урамра вĕсене "сутăнчăк" тесе вăрçтарнă. Пĕррехинче шкулта вăрçă паттăрĕсене халалласа Аслă Çĕнтерỹ 35 çул тултарнă тĕле хăма тума пуçăннă. 8-мĕш класра вĕренекен Коля та асламăшĕ куç пек упракан аслашшĕн сăн ỹкерчĕкне йăтса килнĕ. Каялла тавăрса панă ăна. "Тивĕçлĕ мар", _ тенĕ пĕр сăмахпа. Культура çуртĕнчи Асăну хăми çине вырнаçтарнă сăн ỹкерчĕке те хăпартса илнĕ. Вăрçă паттăрĕсене асăнса лартнă палăк çине те Николай Титовăн ятне çыртарман. Çаксем çамрăк ачан чунне тем пек ыраттарнă. Çитĕннĕçемĕн Николай ашшĕ-амăшĕ ырă сунса панă ята хỹтĕлеме шутлать. Анчах ăçтан пуçламалла? Вăрçăран килнĕ пĕр çырăва та сыхласа хăварман. Районти вонкоматра та 1942 çулхине çу уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă тенисĕр пуçне нимĕн те пĕлмеççĕ, ăçта çапăçнине çирĕплетекен пĕр адрес та пулман. Мăнукĕ аслашшĕпе çапăçнă юлташĕсене тупас тесе тĕрлĕ хаçата çыру çырнă: хирĕçлекен пулман. Чулхулари троллейбус управленийĕн ертỹçи пулса ĕçлекен Н.Титов юлташĕпе калаçса кайман пулсан, кăçал яла аслашшĕне Аслă Новгород тăрăхĕнче тăванла пытарнă масартан, асламăшĕн вил тăпри çумне тăпра та килсе хураймасчĕ. Чулхулара пурăнакан Николай Александрович интернет урлă "Солдат@.ru", Момериал@.ru" сайтсем çине тухнă. Аслашшĕн ятне, хушаматне, ашшĕ ятне çырать. Шырама ыйту панă хыççăн пĕр пек хушаматлисен хушшинче тупать. Унта та районти военкоматран панă тулли мар сведенисем анчах пулнă: Н.Х.Титов 1942 çулхи çу уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Тата палăрми 838 тесе çырнă. Момериал@.ru урлă çынсемпе калаçса вăл çак хисеп 34-мĕш Çарăн стрелоксен 332-мĕш полкĕнчи 241-мĕш дивизин хирти почта почтăн номерĕ икенне пĕлет. Николай Александрович çывăх вăхăтра Мускав çывăхĕнчи Подольскри Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин тĕп архивне çул тытать. Вăл çав дивизин 1942-1943 çулсенче çырса пынă "Рядовой тата сержантсен шут (учет) журналĕпе" паллашать. Тупать вăл кирлĕ йĕркесене: "Елчĕк районĕнчи Яманчурелĕнче çуралса ỹснĕ Н.Х.Титова (ĕç вырăнĕ: Шăмалакри почта начальникĕ) 1941 çулхине Çара илнĕ. Арăмĕпе Анисия Васильевнăпа 3 ача çитĕнтереççĕ. 2-мĕш батальонăн салтакĕ, хутсемпе ĕçлекен связист. 1942 çулта çу уйăхĕнче çапăçура хыпарсăр çухалнă". Батальонĕпе те икĕ чăваш анчах пулнă вĕсем: тепри Самар тăрăхĕнчен. "Дезертирсемпе тыткăна лекнисен списокне куçпа курасчĕ ман"_ ыйтнă вăл архив ĕçченĕсенчен. "Астăвăм" кĕнекине çав ушкăнри салтаксене кĕртнĕ пулмĕччĕç: кашни ят тĕрĕслев витĕр тухнă. "Астăвăма" çырăнма сирĕн аслаçăр ячĕ те тивĕçнĕ. Иккĕленмелле мар," _ çирĕп татса каланă ăна. Архивра упранакан списокра та çуккине хутпа çирĕплетнĕ. Николай Титов чăнлăхăн вĕçне-хĕрне тупса пĕтерме 34-мĕш çарăн 241-мĕш стрелоксен дивизийĕн "1942 çулта çапăçу саманчĕсене шута илсе пынă журнала" та шĕкĕлчет. Ăна вăл вăхăтра Иван Черняховский командир ерте пынă. Акă мĕн çырнă. Çурçĕр-Хĕвелтухĕç фрончĕ кăрлач уйăхĕнче Аслă Новгород облаçĕнче "тĕпленнĕ" нимĕçсен пысăк штабне аркатма наступлени пуçланă. Атакăна малтан 11, 34-мĕш Çарсем (стрелоксен 241-мĕш дивизийĕ те) кĕнĕ. Нарăсра Демянск ялĕнче тăшмансене унка çавăрса илеççĕ. Тăшмана аркатма çăмăл пулман: вăйĕ пĕрре те чакман, кашни кунах Демянск аэродромне 100-150 самолет вĕçсе аннă: çар хатĕрĕсене, апат-çимĕç, салтаксем илсе килнĕ. Тата мĕн чухлĕ пирĕннисем пере-пере антарнă? Пуш уйăхĕн вĕçĕнче нимĕçсем ункă тулашĕнче 3 дивизи йĕркелеççĕ. Шалтан та, тултан та совет çарĕ çине харăсах тапăнаççĕ. Çу пуçламăшĕнче Ватолино ял çывăхĕнче 332-мĕш полкăн 2-мĕш батальонĕ те пысăк çухатусем кĕтет: шутлă çын анчах юлать. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче нимĕçсем блокадăна татаççĕ. 1943 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕш тĕлне çеç Демянска ирĕке кăлараççĕ. Николай Хрисановичăн мăнукĕ кăçал кĕркунне Демянск облаçĕнчи Ватолино ял тăрăхне, аслашшшĕн батальонĕ çапăçнă вырăнсене те çитет. Соболево, Заборовье ялĕсенче синкерлĕ вăхăта паянхи кун та ас тăвакансемпе курса калаçать. Вăрманлă, шурлăхлă вырăнсем унта. Асăрханмасăр утсан вăрçă вăхăтĕнче чавнă окопсене те хул пуççи таран кĕрсе тăран. Ватолино ялĕнче 3 тăванла масар. Вăрçă хыççăн тĕрлĕ вырăнта пытарнă çĕр-çĕр салтакăн виллисене пуçтарса пĕр тĕле пухнă. Унта пысăк палăк вырнаçтарнă. "Хăма çине кашнин ятне-шывне палăртман, пĕр çапăçура пинĕ-пинĕпе салтак вилнĕ те... Çумра "вилĕм" медальонĕ пулманнисене палăртайман та. Ватолино ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, ман пек вăрçă хирĕнчен таврăнман ашшĕне, пиччĕшне шыракансем ку тăрăха час-часах килеççĕ. Хăшĕсем Подольскри Раççей Оборона министерствинчен архивĕнчен çакăнта юлашки хут çапăçăва кĕнĕ текен хут илсе килнĕ хыççăн хăйсем ятлă хăма килсе çапаççĕ. Эпĕ те Çĕнтерỹ уявĕччен çапла тăвасшăн. Елчĕк районĕн военкоматне те кирлĕ хутсем тăратрăм, Яманчурелĕнчи культура çуртĕнчи стенд валли те сăн ỹкерчĕк хатĕрлерĕм. Майăн 9-мĕшĕччен ялти палăк çине асаттен ятне те çырасса шанатăп", _ тет Николай Александрович. Вăл çакна 40 çул кĕтнĕ. Сăваплă ĕç кунпа çеç вĕçленмен-ха. Николай Титов архивра аслашшĕпе пĕр полкра пĕр ял çыннисем, хыпарсăр çухалнă Терентий Афанасьевич Романовпа Петр Капитонович Титов çапăçнине пĕлет. Вĕсем çинчен те çитĕлĕклĕ хутсем пуçтарать.

 

                                                                               Светлана Ермакова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика