Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕрĕç ăсти çырнă кĕнеке.

00:00 16 апреля 2009 г.

   Алексей Никифорович Ефимов – Чăваш АССР тава тивĕçлĕ аграномĕ. Вăл Тăвай районĕнчи  «Красная Чувашия» колхозăн тĕп аграномĕ пулса  хĕрĕх çула яхăн вăй хурса тăрăшрĕ. «Красная Чувашия» - иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕл-сакăрвуннăмĕш çулĕсенче пысăк кăтартусемпе ĕçлекен вăйлă аталаннă, хамăр республикăра та, çĕршывра та малта пыракан хуçалăхсен шутĕнче тăнă.

    А. Н. Ефимов халĕ тивĕçлĕ канура. Вăл çĕрĕçне, тĕрлĕ-тĕрлĕ ÿсен-тăран пурнăçĕнчи вăрттăнлăхсене тарăн пĕлекен, анлă тавракурăмлă специалист. Хăйĕн чунĕ ыйтнипе пулĕ «Тырă пусси хумханать» ятлă хитре кĕнеке кăларма пултарчĕ. Ку кĕнекере колхозăн иртнĕ ĕмĕрти ĕçĕсем çинчен çырнă, тăван тавралăх илемĕпе пуянлăхĕ çинчен те кĕртсе хăварнă.

   Енĕш-Нăрваш тĕслĕх библиотекинче кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Унта Алексей Никифоровичпа пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, çак кĕнекене кăларма пулăшнă спонсорĕсем, ял çыннисем пуçтарăнчĕç. Вĕсем пурте сăмах илчĕç, культура ĕçченĕсене çепĕç юрăпа саламларĕç.

 А.Н.Ефимов библиотекăна 5 кĕнеке парнелерĕ. Вĕсем библиотекăри Çĕр ĕçченĕсене халалланă кĕнеке выстăвкинче сумлă вырăн йышăнчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика