Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ

12:23 09 декабря 2023 г.

Раштавӑн 8-мӗшӗнче Орининти культура Çуртĕнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Кунта паян халӑх юратакан Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Уяв программи А.Пăртта пьеси тӑрӑх лартнӑ «Турă пÿрмен юрату» спектакльти сыпӑкпа пуҫланчӗ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ ҫулсенче лартнӑ, халӑха килӗшекен спектакльсен сыпӑкӗсене те курма май килчӗ. Уява Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Венера Васильева ертсе пычӗ. Саламлама килекенсем те сахал мар пулчӗҫ: Муркаш муниципалитет округĕн депутатсен районти Пухӑвӗн председателӗ А.В.Иванов, депутатсен Муркаш округ Пухăвĕн депутачĕ А.В.Степанов, Оринино территори пайĕн пуçлăхĕ В.Ю.Пушкова, Орининти ветерансен Канашĕн ертÿçи, Муркаш муниципаллă округĕн хисеплĕ çынни – В.И.Вязов, Чӑваш Республикин халӑх пултарулӑх ҫурчӗн методика пайĕн ертӳҫи М.Я.Павлова, республикăри халӑх пултарулӑх ҫурчӗн театр искусствин методисчӗ Н.М.Кириллова, Чăваш Наци конгресĕн Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи – Н.Н.Николаева, Муркаш муниципалитет округ администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата физкультурӑпа спорт пайӗн ертӳҫи З.Ю. Дипломатова,  Муркаш округ администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ Любовь Рыжкова, районти культура Çурчĕн директорĕ И.А. Смирнов, Чӑваш академи драма театрӗн артисчĕ, Кашмаш халӑх театрӗн режиссерӗ, А.В.Димитриев. Хӑнасем Оринин театрӗн артисчӗсене саламласа ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ. Артистсене тав ҫырӑвӗсем, хисеп грамотисем парса чысларӗҫ.

Оринин халăх театрне саламлама çавăн пекех Юнкăри культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ пултарулăх ушкăнĕ (реж. Л.Толстова), Юçкасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Сипет» халăх театрĕ (реж. Н.Александрова), Кашмаш халăх театрĕ (реж. А.Димитриев) килсе çитрĕç. Вĕсем куракансене спектакль сыпăкĕсемпе савăнтарчĕç.

Орининсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ: культура Çурчӗ умне пысӑк баннер лартнă,  халӑх театрӗн 105 ҫулти историйӗ ҫинчен калакан буклет, календарь кӑларчӗҫ, ҫӗнӗ постановка хатӗрлерӗҫ. Пухӑннисем Оринин халӑх театрӗн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ, кунта тӗрлӗ ҫулсенче вылянӑ артистсене аса илчӗҫ. Паянхи кун та ҫак театрта чунне парса ӗҫлекен артистсен пултарулӑхӗпе савӑнчӗҫ. Уяв каçĕ вӗҫленсен те куракансем килӗсене саланма васкамарӗҫ, ура ҫине тӑрса нумайччен артистсене саламласа тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ.

Территориальный отдел "Орининский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика